Комментари хушас

26 Çу, 2023

Иран, Бангладеш, Норвеги фильмĕсем – Шупашкарта

Тĕрлĕ вырăнта çынсем мĕнле пурăннине кăштах та пулин куç умне кăларма май паракан мелсенчен пĕри — кинофильм. Унта çав тăрăхри халăх пурнăçне сăнама пулать. Тата, паллах, киноиндустри аталанăвне те хамăрăннипе танлаштарса пăхмасăр тÿсеймĕн. Тĕрлĕ регионăн, çĕршывăн пĕр-пĕринчен тĕслĕх илмелли тупăнатех. Çав енчен вара Шупашкарта çулленех иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль питĕ лайăх пулăшу кÿрет. Кăçал 16-мĕш хут йĕркеленĕскере шăпах этника тата регион киновне халалланă.

Кинофестиваль çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçăлчĕ. Хăнасене хĕрлĕ кавир сарса кĕтсе илчĕç. Чылайăшĕ кунта — пĕрремĕш хут. Хăшĕ-пĕри вырăсла та пĕлмест. Çапах пурне те киноискусство чĕлхи çыхăнтарать.

«Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль аталансах пырать. Çакна унта хутшăнакансен шучĕ ÿсни те, географийĕ сарăлса пыни те çирĕплетет. Кинофестивале чикĕ леш енчен хутшăнакан нумайланчĕ, ку вара вăл анлăланса пынине пĕлтерет. Çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăрах культура территорисене пĕрлештерет, пире пĕр-пĕринпе хутшăнма, пурнăçа туллилетме пулăшать», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев мероприятие пухăннă тулли зал умĕнче.

Кăçалхи фестивале пĕтĕмпе 44 картина сĕннĕ. Вĕсем Раççейрен, Иранран, Таджикистанран, Бангладешран, Сербирен, Норвегирен тата Арменирен. Паллах, хамăрăн регионта йĕркеленĕ кинофестиваль чăваш кинематографĕн ĕçĕсемсĕр пулаймастех. Çавăнпа та çак кун Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕ Андриян Николаев летчик космонавт çинчен ÿкернĕ «Мальчик из Шоршел» фильм /режиссерĕ – Елена Еделеева/ кăтартрĕç. Чăваш Енри пултарулăх пĕрлешĕвĕсем хатĕрленĕ хăш-пĕр ĕç конкурса хутшăнмасть, çапах та вĕсене 22 лапамра курма пулĕ.

Кинофестивалĕн илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев пĕтĕмпех мĕнле пуçланнине аса илчĕ. Ун чухне конкурса 10 фильм çеç хутшăннă, вĕсене 5 çынран тăракан жюри хакланă. Хăнасем те çирĕммĕн çеç пулнă.

«2014 çул. Жюрие ертсе пыма Глеб Панфилов патне йыхрав ятăм. Шанманччĕ те. «Пынă пулсан лайăхчĕ. Анчах, пĕрремĕшĕнчен, пирĕн театрпа гастроле каймалла. Иккĕмĕшĕнчен вара, манăн çуралнă кун», — терĕ вăл. Эпĕ ăна ăнланнине пĕлтерсе хуравларăм, унăн ĕçĕсене пур пĕрех юратассине, вĕсен тарăнлăхĕ тыткăнланине, яланах пăхассине каларăм. Вара хирĕç тепĕр хурав килчĕ: «Эпир Иннăпа сирĕн пата пырасах терĕмĕр». Инна Чуриковăпа килет, эппин. Çапла вăл хăйĕн 80 çулхи юбилейне кунта кĕтсе илчĕ. Глеб Анатольевича саламлама Кремльтен Шупашкара шăнкăравларĕç. Вăл тата Инна Михайловна кашни кун икшер фильм пăхатчĕç. Хăйĕн çуралнă кунĕнче çеç пулмарĕ, çапах та çав кун кăтартнă фильмсене Глеб Панфилович кайран уйрăммăн пăхрĕ», — аса илчĕ Сергей Александрович.

Кинофестиваль йĕркипе килĕшÿллĕн фильмсене виçĕ конкурс программине уйăрнă: тулли метрлă, этника тата регион, документлă кино. Хăйсен ĕçĕсемпе Раççей, Норвеги, Испани, Боливи, Инди, Бангладеш, Армени, Иран, Серби, Казахстан, Таджикистан, Азербайджан тата Кăркăсстан кино ăстисем паллаштарĕç. Картинăсене хаклакансем: Австралири «Russian Resurrection» кинофестиваль никĕслевçи тата директорĕ Николай Максимов, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Валерий Ахадов, Иван Шахназаров режиссер тата актер, Наци университечĕн вырăс литературипе чĕлхи уйрăмĕн профессорĕ Кенгсанг Хонг Санг Ву /Кăнтăр Корея/ тата ыттисем.

Кинофестиваль çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Тĕп лапам — «Волжский» кинотеатр. Конкурса хутшăнакан ĕçсене Шупашкарта çеç мар, республикăри кинозалсенче те тÿлевсĕрех курма пулĕ. Йыхрав билетне кассăран ыйтмалла.

Фестивальте çавăн пекех ятарлă куравсене, пултарулăх тĕлпулăвĕсене тата ăсталăх класĕсене хутшăнма пулĕ.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: