Комментари хушас

26 Çу, 2023

Паян Чӑвашпотребсоюзӑн ача-пӑча канупа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Салют" лагерӗнче Ҫамрӑксен форумӗ уҫӑлчӗ

Ӑна Чӑваш Енри потребкоопераци 130 ҫул тултарнине халалларӗҫ. Республикӑри мӗн пур райповӑн тата Шупашкарти коопераци институчӗн ушкӑнӗсем лагерь уҫланкине пухӑнчӗҫ.

Форума савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма сумлӑ хӑнасем — Чӑвашпотребсоюз канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийӗн ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Анна Страхова — килсе ҫитрӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уявра пултаруллисене, 2022 ҫулта Чӑвашпотребсоюзӑн ҫамрӑксен "Ӑнтӑлу" премине тивӗҫнисене, чысларӗҫ.

www.hypar.ru Ирина Иванова сӑн ӳкерчӗкӗсем