Халăх пуçарăвĕпе ял хăтлăланать

6 Çĕртме, 2023

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Шупашкар округне çитсе килчĕ, халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсем епле пурнăçланнипе паллашрĕ.

Чи малтанах вăл Çĕньял Покровски территори уйрăмĕнчи Мăн Кивпулăх ялĕ çумĕнчи ача-пăча лапамне çул тытрĕ, унта вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ. Ял çыннисем çакна каласа пачĕç: пуçаруллă бюджет программине хутшăнмашкăн 3 ялти çемьесем пĕр каçра 100 пин тенкĕ пухнă.

Халăх пуçарăвĕпех Пархикасси ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă салтаксене халалланă палăка çĕнетнĕ. Сергей Артамонов çынсенчен халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсем пирки вĕсем мĕн шутланине ыйтса пĕлчĕ. Çынсем пĕр саслăн пулса ялта хăтлăх кĕртес ĕçсене хапăлласа йышăннине, малашне те пуçаруллă бюджет программине хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.

Çĕньял уйрăмĕнчи Арккасси ялĕнче халăх пуçарăвĕпе пĕлтĕр Хĕвел урамĕнче асфальт çул сарнă. Проект хакĕ — 2 млн тенкĕ ытла. Çынсем хытă сийлĕ çул тумашкăн 550 пин тенке яхăн хывнă. 

Рубрика: 

Комментари хушас