Новости по теме
Хăшĕ хаклăрах: пулă-и е пурнăç-и?
Кĕрхисене апатлантараççĕ
Вăрнар районĕнчи «Мураты» хуçалăх çурхи ĕçсене пуçăннă. Кунта кĕрхи культурăсене апатлантарма тытăннă. Кăçал хуçалăхра 720 гектар çинче çурхи культурăсене акма палăртнă.
Илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕнчи дояркăсене ĕçе чаплă машинăпа илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ. Ирĕксĕртен çапла тума тивет. Октябрьски ялĕ пĕчĕк мар, хăй вăхăтĕнче уйрăм район центрĕ те шутланнă. Анчах вырăнти хуçалăхра ĕçлеме шанчăклă та яваплă çынсем тупайман фермер. Кÿршĕри ял хуçалăх предприятийĕ панкрута тухсан унти дояркăсем ĕçсĕр юлнине кура вĕсене хăйĕн патне чĕнсе илнĕ. Вунă çухрăмри Мĕшĕл ялĕнчен тăватă дояркăна ир-ирех ĕçе турттараççĕ. Кăмăллă вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕпе.
Сывлăх кунĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра Сывлăхпа спорт кунĕ ирттересси пирки алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çынсен кашни уйăхра пĕр хут спорт керменĕсене тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур.
«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!
«Капкăн» журналăн кăçалхи улттăмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Александр Плехановăн «Ăнăçу вăрттăнлăхĕсем» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра «Макияж турăм» ÿкерчĕк пур. Кăсăклă çак темăна Николай Ишентей поэт хăйĕн «Капăрлăх сăввинче» малалла тăсать, «химпром» сăнавĕсем пирки вулакана шухăшлама сĕнет.
СДАЕМ В АРЕНДУ
АУ "Издательский дом "Хыпар" предоставляет в аренду помещения на 6 и 7 этажах здания редакционно-издательского корпуса, расположенного по адресу: Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, д. 13, для использования под офис.
Со всеми вопросами обращаться в 616 каб. или звонить по тел. 8-967-478-06-12, 56-00-67.
Тÿрĕ калаçу ыйтăвĕ: «Почта тата çыхăну»
Почта ĕçĕ сире тивĕçтерет-и? Хаçат-журнал хакĕсем мĕншĕн ÿсеççĕ? «Хыпар» хаçатпа унăн ытти кăларăмĕ сирĕн килĕре вăхăтра çитет-и? Почтальон ят-сумĕ мĕншĕн чакать? Çак тата ытти ыйтăва, хисеплĕ вулаканăмăрсем, 2014 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, «Хыпар» хаçат редакцийĕнче Раççей Почтин Чăваш Енри управленийĕн директорĕ Владимир Георгиевич Тимофеев хуравлать.
Япони фильмĕсем - Шупашкарта
Çак кунсенче Японире сакура чечеке ларать. Чăваш Енре çуркунне йăл илет. Илемлĕ çак вăхăтра Регионсен аталанăвĕн "Содружество" фончĕ Шупашкара Япони сывлăшне илсе килчĕ. "Кино музейĕ" проектпа килĕшÿллĕн "Çеçпĕл" кинотеатрта пĕрремĕш хут Япони киновĕн фестивалĕ, Ясудзиро Одзу режиссера халалланăскер, уçăлчĕ.
Чăваш Енĕн пĕрремĕш комбайнĕ
Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата федерацин ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концернра тыр-пул пухмалли «Агромаш 4000» комбайнсен производствине йĕркелесе яни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсене туса кăлармалли технологие ĕçе кĕртмелли проекта Атăлçире пуçласа Шупашкарти «Промтрактор» обществăра пурнăçа кĕртнĕ.