Чăваш Енĕн пĕрремĕш комбайнĕ

26 Пуш, 2014

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата федерацин ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концернра тыр-пул пухмалли «Агромаш 4000» комбайнсен производствине йĕркелесе яни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсене туса кăлармалли технологие ĕçе кĕртмелли проекта Атăлçире пуçласа Шупашкарти «Промтрактор» обществăра пурнăçа кĕртнĕ.

Техникăн çак хатĕрĕпе Чăваш Ен хресченне çеç мар, ытти регион аграрийĕсене те тивĕçтерĕç. Ăна концернăн вырăнти тата çĕр-шыври предприятийĕсем пĕрле ĕçлесе пухнă. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тунă. Вĕсем татах хушăнасса шанаççĕ. Производство калăпăшĕ ÿснипе пĕрлех хыснана налук ытларах хывĕç.

Паян кĕске хушăра пуçтарнă пĕрремĕш номерлĕ «Агромаш 4000» комбайн конвейертан тухрĕ.

Рубрика: 
Автор: 

Новости по теме