Хăшĕ хаклăрах: пулă-и е пурнăç-и?

27 Пуш, 2014

Çанталăк ăшăтнăçемĕн пăр çÿхелсех пырать, çавăнпа ун çине кĕни сывлăхпа пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Шел, хăшĕ-пĕри çакна шута илмест те - инкеке лекет.

Акă пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче çăлавçăсем Атăлта икĕ пулăç кĕлеткине шыраса тупнă. Пиччĕшĕпе шăллĕ, 1957 тата 1964 çулсенче çуралнăскерсем, пĕр кун малтан Муркаш районĕнчи Шомик ялĕ çывăхĕнче пулă тытнă иккен. Вĕсенчен пĕрин хĕрĕ ашшĕ килне таврăнманран пăшăрханса çăлавпа шырав службине ирхине шăнкăравланă. Малтанласа палăртнă тăрăх - пулăçсем пăрлă шыва анса кайнă та çырана ишсе тухайман, унтах шăнса вилнĕ.

Çав кунах 14 сехетре çăлав службине Атăл леш енчи кану бази çывăхĕнче пĕр пулăç пăтăрмаха çакланни пирки хыпар çитнĕ. 50-ри арçын, Шупашкарта пурăнаканскер, çырана çитесси çĕр метр юлсан пулăха лекнĕ. Юрать-ха ăна пĕр çын ăнсăртран курнă, çăлавçăсене чĕнсе илнĕ. "Пулăç экстремаллă лару-тăрура çухалса кайман вăл: шыв тĕпне анса каяс мар тесе çийĕнчи тумне хывнă, çыран еннелле асăрханса шума пуçланă. Пăр унăн йывăрăшне чăтаймасăр çатăртатса çурăлнă. Арçын каллех шыва ÿкнĕ, тепре тухнă... Телее, пулăшу вăхăтра çитнĕ - çăлавçăсем вăйран кайнăскере хăтарнă", - терĕç Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службинче. Çырана çитсен пулăçа больницăна ăсатнă.

Çăлавçăсем пăр çинче пулă тытмалли тапхăр вĕçленнине, шыв объекчĕсене кĕни хăрушă пулма пултарнине аса илтереççĕ. МЧС ĕçченĕсем хальхи вăхăтра профилактика рейчĕсене ытти чухнехинчен тăтăшрах ирттереççĕ. Патруль ушкăнĕсем çынсем пăр çине йышлăн тухакан вырăнсене тĕрĕслеççĕ.

Рубрика: 
Автор: