Тÿрĕ калаçу ыйтăвĕ: «Почта тата çыхăну»
27 Mar, 2014 | Тĕл пулу

Почта ĕçĕ сире тивĕçтерет-и? Хаçат-журнал хакĕсем мĕншĕн ÿсеççĕ? «Хыпар» хаçатпа унăн ытти кăларăмĕ сирĕн килĕре вăхăтра çитет-и? Почтальон ят-сумĕ мĕншĕн чакать? Çак тата ытти ыйтăва, хисеплĕ вулаканăмăрсем, 2014 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, «Хыпар» хаçат редакцийĕнче Раççей Почтин Чăваш Енри управленийĕн директорĕ Владимир Георгиевич Тимофеев хуравлать.

Сирĕн ыйтăвăрсене çак адреспа кĕтетпĕр: 428019, Шупашкар, И.Яковлев пр., 13, III хут, «Хыпар» Издательство çурчĕ. Телефонпа çак номерсемпе ыйту пама пултаратăр: /8352/ 56-00-67, 56-33-64, 56-04-17, 62-08-62, e-mail: hypar1@mail.ru