Хĕрĕх çул иртсен...

Вăрнарти совхоз-техникумран /халĕ - ял хуçалăх техникумĕ/ вĕренсе тухнăранпа 40 çул иртсен кăçал вун улттăн тĕл пултăмăр. Эпир 33-ĕн пĕлÿ пухнă, вĕренÿ заведенине 31-ĕн пĕтернĕ. Хăшĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, теприсене уяв çинчен пĕлтерме май килмен. Шăмăршă районĕнчи Николай Воробьев хыпар илнĕ пулсан та килеймерĕ. Телефонпа çыхăнсан: "Ака хĕрсе çитнĕ вăхăтра хуçалăхран епле кайăп", - терĕ. Акă кам вăл чăн-чăн агроном!" - терĕмĕр Николая мухтаса.

Студент чухне хамăра çирĕплетнĕ кабинетра пултăмăр. Кашниех хăй ларнă вырăна шыраса тупрĕ. Пĕр самант хăйне занятире пулнăн туйрĕ.

Кунашкал тĕл пулу кирлех. Илемлĕ самантсемпе йăпанса малалла пурăнма çĕнĕ вăй хушать, шухăшсем çуратать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.