Америка фильмĕсене кăтартма чарĕç
Раççей кинотеатрĕсенче кăтартакан ют çĕр-шыв фильмĕсен шутне чакарĕç.
Чикĕ леш енчи режиссерсен ĕçĕсем экрансем çине тухакан кинолентăсен 50 процентĕнчен ытла пулмалла мар - çапла сĕнÿ панă депутатсем. Прокатăн пысăк пайне Раççей режиссерĕсен фильмĕсемпе тултарма йышăннă.
"Хальхи вăхăтра, тĕпрен илсен, ытларах Америка фильмĕсене кăтартаççĕ. Вĕсем АПШ наци интересĕсене, йăли-йĕркине, кăмăл-шухăшне палăртаççĕ. Чылайăшĕн пахăлăхĕ питĕ начар. Раççей куракан чунне тыткăнлакан фильмсене хăй те ÿкерме пултарать", - тенĕ саккун проектне хатĕрлекенсем.