Япони фильмĕсем - Шупашкарта

Çак кунсенче Японире сакура чечеке ларать. Чăваш Енре çуркунне йăл илет. Илемлĕ çак вăхăтра Регионсен аталанăвĕн "Содружество" фончĕ Шупашкара Япони сывлăшне илсе килчĕ. "Кино музейĕ" проектпа килĕшÿллĕн "Çеçпĕл" кинотеатрта пĕрремĕш хут Япони киновĕн фестивалĕ, Ясудзиро Одзу режиссера халалланăскер, уçăлчĕ.

Фестивале "Токийская история" /1953/ фильм уçрĕ. Çĕнĕ саманара ырă йăла-йĕрке манăçа тухса пыни, çемьери çирĕп çыхăнусем арканни пирки сăмах пырать унта. Кино хыççăн халăх "урăх вăхăтра пурăнсан та Одзу шухăшĕсем паян та çивĕч" пулнине палăртрĕ. 1958 çулта ÿкернĕ "Цветок равноденствия" комедире те Одзу кăткăс темăна хускатнă. Хăйĕн пĕрремĕш тĕслĕ фильмĕнче автор хăвăрт улшăнакан Япони обществинчи çемьесенчи хутшăнусене кăтартать. 1960 çулхи "Поздняя осень" кинолентăра Ясудзиро Одзун философи шухăшĕсем çиеле тухаççĕ.

Ку фильмсене фестивальте кăтартма ахальтен суйласа илмен: вĕсем шухăшлама пĕлекен, Япони ăстин аталанăвне сăнама пултаракан çынсем валли.

 

И.СЕРГЕЕВА