Новости по теме
Анонс « Кил-çурт, хушма хуçалăх» пуш 28, 2014 çул.
- Шупашкарти Тĕп пасарти хаксем
- Килти ферма: мĕн çиетĕн эсĕ, кролик?
- Пусă çаврăнăшĕ пирки аса илтеретпĕр
- Çыру ярас тесен...
- Укçан саплаштараççĕ
- Хĕллехи хăнасем
- Хĕвеллĕ, уçă çĕрте ÿстерĕр
- Хăш материал вырăнлă?
- Çитес эрнери çанталăк
Тутар Енĕн чăваш сасси
«Тăван Атăл» журналăн черетлĕ кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна пĕтĕмпех Тутарстанра çуралса ÿснĕ çыравçăсене халалланă. Ыран вара Тутар Республикинчи Пăва тăрăхĕнчи авторсемпе «Хыпар» Издательство çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулĕ.
Çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ
Сочи çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ
Лауреатсем паллă
“Кĕçех Чăваш Енре те çерем уçма тытăнăпăр”
Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Семенов çерем çĕр уçма кайнă тапхăра пурнăçĕнчи телей çулĕсемпе танлаштарать. Василий Семенович çак ĕçе икĕ хут хутшăннă. Çав çулсене вăл халĕ те йăл кулăпа, ăшă кăмăлпа аса илет. Çерем çĕр уçнă чухнехи савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнă. Аса илĕве хут çине куçарас тăк роман çырма пулать. Василий Семенов хăш-пĕр самантпа паллаштарчĕ.
Петр Ермолаев: “Эпĕ - пĕрремĕш ухмах”
Акан 1-мĕшĕ - Кулăш кунĕ. Пĕтĕм тĕнче çак кун хырăм тытса кулать. Çынсем пĕр-пĕрне шăнман пăр çине лартса яраççĕ, шÿтлеççĕ, вăлтаççĕ. Апла пулсан та пĕр-пĕрне кÿренмеççĕ. Республикăра кулăш ăстисене пÿрне хуçса шутлама пулать. Вĕсенчен пĕри - ЧР Президенчĕн стипендине, Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн членĕ Петр Ермолаев. Вăл ытти ăстаран мĕнпе уйрăлса тăрать-ши, пурнăç çулĕпе йăл кулса, пуç каçăртса, йĕплесе çеç утать-ши е унăн та ĕçĕсем ăнмасан чĕри асапланать-ши?
Савни хăш тĕне ĕненни пĕлтерĕшлĕ-и?
«Тĕнчере çĕр турă мар, пĕр турă анчах», - тенĕ ватăсем. Çак шухăша ĕлĕк кăна мар, халĕ те калаççĕ туррăн хăватне шанса, ĕненсе пурăнакансем. Чи хакли - чыса, чун тасалăхне, çылăх тăвассинчен хăвна упрама пĕлни. Çакна пăхăнни тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене те пĕр çемьене чăмăртанма кансĕрлемест. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи ялсенче пулсан вырăнтисем шăпах çавнашкал çемье чылаййине пĕлтерчĕç.