Аннс

27 Пуш, 2014

Петр Ермолаев: “Эпĕ - пĕрремĕш ухмах”

Акан 1-мĕшĕ - Кулăш кунĕ. Пĕтĕм тĕнче çак кун хырăм тытса кулать. Çынсем пĕр-пĕрне шăнман пăр çине лартса яраççĕ, шÿтлеççĕ, вăлтаççĕ. Апла пулсан та пĕр-пĕрне кÿренмеççĕ. Республикăра кулăш ăстисене пÿрне хуçса шутлама пулать. Вĕсенчен пĕри - ЧР Президенчĕн стипендине, Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн членĕ Петр Ермолаев. Вăл ытти ăстаран мĕнпе уйрăлса тăрать-ши, пурнăç çулĕпе йăл кулса, пуç каçăртса, йĕплесе çеç утать-ши е унăн та ĕçĕсем ăнмасан чĕри асапланать-ши?