Сочи çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ

28 Пуш, 2014

Олимп тата Паралимп вăййисен тĕп хулине Чăваш Енрен вун-вун çын çитсе курнă, Сочирен епле кăмăл-туйăмпа таврăннă-ха пирĕн ентешсем? Хăшĕ-пĕринпе тĕл пулса калаçма май килчĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче вĕренекен Алексей Пантелеймонов сăрт-ту йĕлтĕрçисен "Роза-Хутор" центрĕнче тăрăшнă. Унта вăл нимĕçсемпе туслашнă. Вăл каланă тăрăх - вĕсем çав тери ырă кăмăллă та хаваслă çынсем иккен. Паралимп вăййисен чемпионки Анна Шаффельхубер вара ăна хăйĕн хастарлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Медицина учрежденийĕсенче тăрăшакансем те тĕнчери чи пысăк пулăмран юлас темен, пĕр ушкăн Сочие çитсе спортсменсемшĕн "чирленĕ". Акă Шупашкарти республика клиника больницин врачĕ Андрей Дмитричев çапларах аса илет: "Сочире икĕ кун пурăнтăм, унтан хавхалануллă туйăмпа таврăнтăм. Малашне аса илмелĕх, ачамсемпе мăнукăмсене каласа кăтармалăх пур"...

Тĕплĕнрех - шăмат кунхи кăларăмра.

 

Рубрика: