Çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ

28 Пуш, 2014

Элĕк районĕнчи потребительсен обществи çĕр-шыври коопераци тытăмĕнче чи лайăххисенчен пĕри пулнине çулран çул витĕмлĕ кăтартусемпе çирĕплетет. Унăн ĕçченĕсем ÿсĕмсемпе лăпланса лармаççĕ, пурнăç, халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Тăрăшни сая каймасть: Элĕк райповĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи экономика ăмăртăвĕнче темиçе çул ĕнтĕ малти вырăнсене йышăнать. 2013 çулхи кăтартусем тăрăх та ăна çĕнтерÿçĕ дипломĕ тата куçса çÿрекен ялав парса чысларĕç. Сăмах май, райпо куçса çÿрекен ялава тăваттăмĕш хут тивĕçрĕ.

Тĕплĕнрех - шăмат кунхи номерте.

Рубрика: