Савни хăш тĕне ĕненни пĕлтерĕшлĕ-и?
«Тĕнчере çĕр турă мар, пĕр турă анчах», - тенĕ ватăсем. Çак шухăша ĕлĕк кăна мар, халĕ те калаççĕ туррăн хăватне шанса, ĕненсе пурăнакансем. Чи хакли - чыса, чун тасалăхне, çылăх тăвассинчен хăвна упрама пĕлни. Çакна пăхăнни тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене те пĕр çемьене чăмăртанма кансĕрлемест. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи ялсенче пулсан вырăнтисем шăпах çавнашкал çемье чылаййине пĕлтерчĕç.
Алешкин Саплăк ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Тăваньелпе Кивĕ Тăваньел çума-çумăн вырнаçнă. Пĕрремĕшĕнче ытларах тутар çемйисем тĕпленнĕ, иккĕмĕшĕнче - чăвашсем. Апла пулин те икĕ ял пĕр йăвари пек пурăнать. Çапла, ку тăрăхра пурăнакансем хăш наци пулнине пăхмасăр пĕр-пĕрне ĕмĕртен хисеплеççĕ. Ку çеç те мар. Кин кĕртмелле-и, кĕрÿллĕ пулмалла-и - ăна аякра шырамаççĕ, кÿршĕ ялтах пăхаççĕ.
Тĕплĕнрех пуш уйахĕн 28-мĕшĕнче тухакан "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче.