Перекет банкĕ яланах юнашар
— Çынсене инкекре пĕччен хăвармастпăр. Пурне те пулăшатпăр, — терĕ çирĕппĕн Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский.
Перекет банкĕн ертÿçи журналистсемпе ятарласа тĕл пулнин сăлтавĕ чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. Татфондбанкри кăткăс лару-тăрăва пула укçи-тенкине унта упранă çынсен юлашки вăхăтра канăç пĕтнĕ: пус çумне пус хушса тунă пурлăх каялла кĕсьене таврăнĕ-и? Ю.Бычковский управлющи çирĕплетнĕ тăрăх — таврăнать. Страховани тÿлевĕсен агентстви конкурс ирттерсе компенсаци паракан банксене палăртнă. Чăваш Енре ку тивĕçе Перекет банкĕ пурнăçлĕ. Çынсем тÿлевсене раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа банкăн республикăри 57 филиалĕнче илме пултараççĕ.