Пĕр машина вутта хăех çурать

22 Раштав, 2016

Канаш районĕнчи Сухайкассинче пурăнакан 57 çулти Николай Миронов çамрăк чухне алла йĕппе çип тытасса шухăшламан. Ара, çыхасси хĕрарăм ĕçĕ-çке-ха. Пĕр кунхине икĕ урасăр тăрса юлни унăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă.

Инкекĕ 1986 çулта, Коля 27-ре чухне, пулнă. Канашри пĕр предприятире сигнализаци вырнаçтарас енĕпе тимлекенскер ĕç хыççăн киле васканă, яланхиллех пуйăс çулĕ урлă иртнĕ. Ятарлă каçă пулманран çынсем тÿррĕн каçнă. Чукун çулпа утнă Коля çине пуйăс пырса кĕнĕ...

Кайран кăна, больницăра, хăйĕнпе мĕн пулса иртнине ăнланнă çамрăк арçын. Çав кун Кольăна килте мăшăрĕ, амăшĕ, ывăлĕ кĕтнĕ. «Района ĕçпе час-часах яратчĕç, çавăнпа хамăра лăплантарма тăрăшрăмăр», – аса илчĕ 30 çул ытла каяллахине Николайăн амăшĕ Мария Петровна. Ун чухне хальхи пек телефон çук – йăпăр-япăр шăнкăравлаймăн. Усал хыпар яла тепĕр кунхине çитнĕ.

Николай Петрович икĕ урасăр тăрса юлнă куна халĕ аса илесшĕнех мар. «Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Кулăш кунĕнче, пулчĕ ку. Икĕ урана татсан çунтарса янă терĕç», – каласа кăтартрĕ вăл. Ун чухне мĕн тери йывăр пулнă ăна. «Канаша утайăп-ши? Ачам епле пурăнĕ-ши?» – тесе шухăшланă çамрăк арçын.

Вăл вăхăтра мăшăрĕпе пĕрлеш-нĕренпе икĕ çула яхăн кăна иртнĕ. Ывăлĕ те пĕчĕк. «Мăшăрăр пăрахасран хăрамарăр-и?» – ыйтрăм унран. «Пăрах. Халĕ эсĕ çамрăк», – хам сĕнтĕм ăна. Анчах арăм уйрăлма килĕшмерĕ, мана чунран юратса качча тухнине пĕлтерчĕ», – аса илчĕ арçын.

Çак ялтах çуралса ÿснĕ Римма сусăр упăшкине кирек мĕнле пулсан та пăрахма шухăшламан. Ача пур, ăна ÿстермелле, пĕчĕкскере ашшĕ кирлĕ тенĕ. Çывăх тăванĕсем çумра пулнăран икĕ урасăр арçын хуçăлман. Тепри, тен, ĕçке путĕччĕ, çынна шанса алă усса ларĕччĕ. Николай Петрович вара хăех апат пĕçернĕ, вутă хутнă, кил-тĕрĕшри ĕçсемпе аппаланнă.

"Кÿмепе те, протезпа та тухса çÿретĕп», – терĕ нихăçан та нăйкăшман арçын. Протеза вĕçĕм тăхăнсан ыраттарать-мĕн. Темиçе çул каялла сусăрсене тÿлевсĕр панă машина Николай Миронова та лекнĕ. Унпа та çÿренĕ вăл. Халĕ машина юрăхсăра тухнă.

Вăхăт ирттермелле тесе вăл арăмĕ çыхакан япаласене тытнă. Лешĕн /Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕскер ун чухне агрономра ĕçленĕ\ ялан ĕçе васкамалла-çке. Арçын мăшăрĕнчен çыхас ăсталăха хăнăхтарма ыйтнă. Кăштахран хĕрарăмран та ирттерекен пулнă. Кофта таранах çыхнă вăл. Пĕрремĕшне арăмне парнеленĕ. Ачисем те /çемьере кайран тепĕр икĕ хĕр çуралнă\ ашшĕ çыхнă япаласене юратса тăхăннă. Эпир Мироновсем патне кĕнĕ чухне Николай Петрович мăнукĕ валли кофта çыхатчĕ. Малтанласа çыхмалли машинăпа ĕçленĕскер /ăна амăшĕ туянса панă\ кайран йĕп çине куçнă.

Арçын çекĕлпе те çыхать. Ылтăн алăллăскер тутăр, кĕпе, çулла тăхăнмалли атă, минтер пичĕ çăмăллăнах çыхать. Хăйĕн ĕçĕсене районта тата республикăра иртнĕ конкурссене пĕрре кăна мар тăратнă. Республика шайĕнче йĕркеленнĕ «Çемье мастерскойĕ» пултарулăх ăмăртăвĕнче унăн ĕçĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă. Николай Петрович чей куркисем, Мăнкун çăмартисем, акăшсем те çыхнă. Ал ĕçĕсене вăл çынсене парнелет. Эпир те Сухайкассинчен пушă алăпа килмерĕмĕр.

Çывăх çыннисем вăл пĕр машина вутта пĕччен çурса пĕтернинчен тĕлĕнме пăрахнă. «Пур ĕçе те тăвать, – çирĕплетсех каларĕ арçыннăн амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсене те Коля ÿстернĕ. Ялта ача сачĕ пулманран пĕчĕкскерсене ашшĕ пăхнă. Халĕ асли Петя хăй те ашшĕ ĕнтĕ. 31 çултискерĕн виçĕ ывăл ÿсет. Ача садĕнче ĕçлекен хĕрĕ Люда та мăнук парнеленĕ. Кĕçĕнни Ирина педагогика училищинче музыка уйрăмĕнче вĕренет.

Мăнукĕсем: «Санăн уру ăçта?» – тесе ыйтнине арçын йывăра илмен. «Ав манăн ура», – тесе тĕллеттĕм протез енне», – терĕ Николай Петрович.

Кирек епле çемьере те тавлашмалли тупăнать. «Санпа пурăнса çамрăк ĕмĕре сая ятăм», – темен нихăçан та Римма. Хăш-пĕр сывă арçын та ачисемшĕн, арăмĕшĕн тĕрек пулаймасть. Николай Петрович вара малаллах талпăнать.

Вера ЭВЕРККИ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.