Шанăç – инвесторсенче
Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ. Çĕр ĕçченĕсен те иртсе пыракан çула пĕтĕмлетме вăхăт. Çак кунсенче Вăрмар район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пай пуçлăхĕпе Николай Николаевпа тĕл пултăмăр.
- Николай Михайлович, çулталăк вĕçленсе пырать, Вăрмарсемшĕн мĕнле иртсе пырать вăл?
- Хресченшĕн йывăр килчĕ вăл. Çанталăк унăн чăтăмлăхне тĕрĕслерĕ тейĕн. Акса-лартса пĕтернĕ хыççăн типĕ тăнипе калчана йĕркеллĕ çитĕнме памарĕ. Кĕр енне, вырмана тухсан, чарăнмасăр тенĕн çумăр лÿшкерĕ. Вырмана вĕçлесе ĕлкĕртĕмĕр-ха. Анчах «иккĕмĕш çăкăр», районта 680 гектар йышăннăскер, пылчăкпа хутăшса уйра самай выртса юлчĕ. Районĕпе гектар пуçне вăтамран 230 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Владимир Ямуков фермер хуçалăхĕн чи пысăк лаптăк - 230 гектар. Унăн гектарти вăтам тухăç – 305 центнер. Шел, çумăра пула пĕр фермер ?хресчен% хуçалăхĕ акса-лартса хăварнине туллин пуçтарса кĕртеймерĕ. 22 гектар çĕрулми юр айне пулчĕ.
- Пÿлме «сарă ылтăнпа» тулнă-и?
- Районĕпе 35 545 тонна вырса кĕртнĕ. Гектар пуçне вăтамран 21,1 центнер. Кăтарту пĕлтĕрхинчен ытларах. Владимир Ямуков фермер хуçалăхĕнче гектар пуçне 33 центнер тухнă. «Передовик» хуçалăхăн - 27 центнер.
- Хура кĕркунне юр ÿкнĕ лаптăкра хĕвел çаврăнăш вăрман пек кашласа ларнине асăрханăччĕ.
- Кăçал икĕ фермер хуçалăхĕ çак культурăна 200 гектар çинче çитĕнтерчĕ. Унăн вăррине çапса илсе сутаççĕ. Хĕвел çаврăнăш пирĕн тăрăхра кая юлса çитĕнет. Ăна вырма тухнă çĕре хура кĕр те çитет.
- Чĕртавара туса илме кăна мар, вырнаçтарма та пĕлмелле.
- Хуçалăхсем тырра Чăваш Енри Апат-çимĕç фондне, элеватора, уйрăм çынсене сутаççĕ. Паха тулла 10 тенкĕпе ?1 килограмĕ% илеççĕ. Хĕвел çаврăнăш вăррине Сĕнтĕрвăрри хулинчи пĕр завода тип çу тума ăсатаççĕ. Тырăпа танлаштарсан ăна туса илни тупăшлă. Çĕрулми Хусана ытларах каять. Чăн та, унчченхи пек пысăк машинăсемпех туянма килмеççĕ. Çапах сая яман, вырнаçтарнă. Фермер хуçалăхĕсем горчица вăррине те çапса илсе сутрĕç.
- Кĕрхисене акассипе, ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе палăртнине пурнăçлама май килчĕ-и?
- Кĕрхи культурăсем 4703 гектар кăна акрăмăр ?планпа 5870 гектар%. Çумăр çуса тăнипе палăртнине пурнăçлаймарăмăр. Çавна май çуркунне ĕç калăпăшĕ татах ÿсет. Çĕртме 9 пин гектар ытларах тунă. Пирĕн тăрăхра усă курман пулăхлă çĕр - 5942 гектар. Çулсеренех ăна пусă çаврăнăшне кĕртсе пыратпăр.
- Ку енĕпе сире «Свебрата» пĕрлешÿ те самай пулăшать. Нивушлĕ шведсем Вăрмар тăрăхĕнче кăна ирĕклĕ çĕр тупма пултарнă?
- Пĕрлешĕвĕн ертÿçи - Шупашкартан, учредителĕсем - Швецирен. Хăйсем каланă тăрăх - ирĕклĕ çĕр шыраса Раççейĕпех çаврăннă имĕш. Швецире çĕр хĕсĕкрех, çитменнине чуллă. Пĕрлешĕвĕн пулăхлă çĕр 80 гектар кăна-мĕн. Вĕсем унта чухăн çĕр çинчех пĕр гектартан 10 тонна тырă туса илеççĕ. Эпир вара 2 тонна кăна. Халĕ пирĕн тăрăхра ĕçлесе пăхасшăн. Вĕсене кунти çĕр, халăх килĕшнине пĕлтерчĕç. Предприятие 1600 гектар ытла çĕр уйăрнă.
- Инвесторсем ĕçе тытăннă-и? Е хальлĕхе хут çинче кăна шутланаççĕ?
- Кăçал кĕркунне 400 гектар тулă акрĕç ĕнтĕ. 32 млн тенкĕлĕх техника туянчĕç. Вĕсен коллектив, управляющи пур. Пирĕншĕн чи кирли - çĕр пушă ан вырттăр, бюджета налук кĕтĕр. Ял халăхĕ валли ĕç вырăнĕ те йĕркеленет. Сăмах май, унччен Вăрмар тăрăхне пĕр нимĕç килесшĕнччĕ. Кредитпа усă курса ĕçлесшĕнччĕ. Анчах санкцие пула ăна кредит памарĕç. Тепĕр инвестор - Мускавран. Кăçал 140 гектар кĕрхи тулă акрĕ. 400 гектар çинче çĕртме турĕ.
Çĕр илес текенсем пур. Шел, хуçасăр лаптăксен докуменчĕсене йĕркелесе çитерейменнипе уйăрса параймастпăр.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çĕнĕлĕхсем, улшăнусем сисĕнеççĕ-и?
- Нумаях пулмасть Владимир Иванов фермер хуçалăхĕнче çĕнĕ вите хута кайрĕ. Районĕпе мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх - 5689, çав шутра сăвăнаканни - 2141 пуç. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан сĕт сăвасси ÿснĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле районĕпе ĕне пуçне 5 пин килограмм ытла сĕт сумалла. Хуçалăхсем техника туянаççĕ, хранилище тăваççĕ. Икĕ фермер çемье фермине аталантарма грант çĕнсе илнĕ май выльăх йышĕ татах хушăнмалла.
- Вăрмар районĕнче хăмла та вăрман пек кашласа ларни кăмăла çĕклет.
- «Агроресурсы» пĕрлешÿ 39 гектар хăмла çитĕнтерет, çав шутра çимĕç параканни - 26. Кунта 6 гектар лаптăка çĕнетнĕ. Кăçал гектар пуçне 16,5 центнер пуçтарса кĕртрĕç. Малашне чăваш хăмли каллех çĕкленсе каяс шанăç пысăк. Вĕсене патшалăх енчен пулăшу пама пăхнă. Чăн та, малтанхи шая çитме йывăртарах пулĕ. Çапах пуçламăшĕ пур.
Комментари хушас