Кооператив кивçенне хуçалăх ĕçченĕсен тÿлемелле-и?

22 Раштав, 2016

Банкран укçа кивçен илекен тăван е çывăх юлташ поручитель пулма ыйтсан иккĕленетĕн: пысăк яваплăха хăвăн çине илмеллех-ши? Комсомольски районĕнчи «Заря» ял хуçалăх производство кооперативĕ банкран илнĕ кивçеншĕн хуçалăх ĕçченĕсем — 6 çын — хăйсен кĕсйинчен укçа тÿлеме тивессине пĕлмен. Вĕсене урăхла шантарнă: «Ан пăшăрханăр: йăлтах йĕркеллĕ пулать, сирĕнтен никам та 1 пус та ыйтмĕ. Йывăрлăхсем сиксе тухсан техникăна сутăпăр».

Çын аллинчи кукăль

Унтанпа ертÿçĕ 2 хутчен улшăннă. «Хальхи председатель Владимир Макаров кредита тÿлемест. «Эпĕ илмен ăна, уншăн яваплăх çук», — хуравлать вăл. Хуçалăх çав техникăпа усă курать-çке. Ăнланмастпăр: колхозшăн мĕншĕн хамăрăн укçана кăларса хумалла? Пирĕн те çемье, ачасем пур. Карточка çине кирек мĕнле укçа /субсиди е социаллă ытти пособи/ куçсан банк тÿрех ăна парăмшăн сăптăрать, шалăвăн 50 процентне катса юлаççĕ. Суд приставĕсем килти техникăна арестлерĕç. Малашне тата мĕн курăпăр-ши? Витери ĕнене çавăтса тухса каясран, кил-çурта арест хурасран шикленетпĕр. Хуçалăх паян-ыран панкрута тухас хăрушлăхра. Банк умĕнчи парăмĕ — 900 пин тенке яхăн. Макаров председатель: «Кĕркунне, çĕнĕ тыр-пул, çĕрулми пухсан, кивçене татассине предприяти хăй çине илĕ», — тесе шантарчĕ, сăмахне тытмарĕ. Район администраци пуçлăхĕ те, республика прокуратури те «Заря» кооперативри пăтăрмах пирки пĕлеççĕ, анчах пирĕн хута кĕрекен никам та çук», — редакцие хыпарларĕç поручитель пулса шар курнăскерсем.

«Заря» ЯХПК 2008 çулта хуçа-лăха аталантарма 3150000 тенкĕ кивçен илсе техника туяннă. Çав вăхăтра банкра кредит илекеншĕн условисем, хальхипе танлаштарсан, кăткăсрах пулнă: пысăк сумма илме поручитель нумайрах кирлĕ. Çавăнпа хуçалăх председателĕ Анатолий Павлов кооператив членĕсене пулăшма ыйтнă. «Вите тулли выльăхчĕ, путвал тулли çĕрулмиччĕ, склад тулли тыр-пулччĕ... Пуçлăха епле ĕненмĕн-ха? Вăл шанчăклă çын», — ăнлантарчĕç поручительсем. Анатолий Николаевич «Заря» ЯХПКна 13 çул ертсе пынă, пĕр вăхăт кооператив республикăри чи лайăх 100 хуçалăх йышне те кĕнĕ. «Пуçлăх пуканĕ такама та илĕртет. Ĕçлеме памарĕç, тапăнчĕç. Халĕ те ку маншăн питĕ йывăр калаçу. «Эпĕ кайăп-ха, анчах эсир ларса йĕретĕр вĕт», — асăрхаттартăм мана хирĕç тăратнă халăха. Председателе Леонид Киргизова, район администрацийĕн ял хуçалăх пайне ертсе пынă çыннăн тăванне, лартрĕç. Шухăшласа пăхăр-ха: хуçалăхра ĕçлеместĕп тĕк банк умĕнчи кивçеншĕн манăн мĕншĕн явап тытмалла? Çĕнĕ хуçа ăна хăйĕн çине йышăнчĕ. Анчах вăл 10 уйăх çеç ĕçлейрĕ: ăна квалификаци çитменнипе должноçран хăтарчĕç. Çын аллинчи кукăль пысăк курăнать çав, ял хуçалăх ĕçне тĕшмĕртмесен нимĕн путли те «пиçмест». Леонид Киргизов сĕт вăйлă паракан чи лайăх 30 ĕнене сутрĕ! Эпĕ выльăх пуçне çапла чакарас тăк тĕрмене хуптарĕччĕç. Ĕçрен кайнă хыççăн кооперативăн пухăвĕсене 3 çул çÿрерĕм, лару-тăру начарри чунăма халĕ те ыраттарать», — терĕ Анатолий Павлов.

Прокуратурăна ĕçе кайнă пек çÿренĕ

Леонид Киргизов, кооператив лавне туртма пуçличчен /2011-2012 çулсенче «Заря» ЯХПКна ертсе пынă/ вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Вăл аграрник мар, ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен. «Эпĕ темиçе çынна 2 уйăх шалу вăхăтра тÿлеймерĕм: 4 ĕçчен шапаша тухса кайнипе укçа илеймерĕç. Çавсем пĕрле каварлашса çăхав çырчĕç. Прокуратурăна ĕçе кайнă евĕр çÿрерĕм. Хутсене тĕрĕсленĕ май: «Хÿреллĕ пăнчă мĕншĕн вырăнта мар?» — йышши ыйтусемпе халтан ячĕç. Манăн кашни утăма тĕрĕслерĕç, Устава пăсатăп имĕш. «Çын пулсан ăна айăпламалли статья тупăнатех», — çапла ахальтен каламаççĕ иккен. Банк умĕнчи кивçене поручительсене тÿлеттерес шухăш пуçра та çукчĕ. Пĕр уйăхра банка 400 пин тенкĕ пани те пулнă. Хамăн кĕсьерен те нухрат пайтах тухнă. Халĕ те кооперативăн ман умра 100 пин тенкĕ парăм пур. Ĕçрен кайнă чухне çынсене шалу парса татас тесе хамăн укçана, 80 пин тенке, валеçрĕм. Техникăна тĕрĕслев витĕр кăларма килекенсем тĕлĕннĕччĕ: «Ку трактор 3 çул вырăнтан хускалман! Эсĕ ăна пурнăç парнеленĕ». Паркри техникăн 30% юсавлăччĕ. Майне епле тупнă? Кăна никам та пĕлмест. Халĕ техникăн 20% çеç ĕçлет, ыттине сутса ячĕç, тимĕр-тăмăра ăсатрĕç... Механизаторсем те пулнă, 4 тракториста биржа урлă вĕрентсе кăлартăм», — терĕ Леонид Алексеевич. 2011 çулта шăрăх çу ял хуçалăхне шар кăтартнăран председатель «Зарян» банк умĕнчи кивçенне тăсма, уйăхсерен хывмалли укçан суммине пĕчĕклетме ирĕк ыйтса çырнă. Ку хуçалăха кăштах çăмăллăх кÿнĕ.

Леонид Киргизов хыççăн хуçалăх тилхепи Владимир Макаров аллине куçнă. Шупашкарта ĕçлесе пурăнаканскере кунта район ертÿлĕхĕ чĕннĕ. Председателе ларакан никам та çуккипе ăна çынсем пĕр саслăн йышăннă. Çамрăк, ку тăрăхра çуралса ÿснĕскер, икĕ аслă пĕлÿллĕ, вăл шутра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕреннĕ. Мĕншĕн тиркес? Кунта киличчен маршрутка водителĕнче ĕçленĕ тесе-и? Владимир Анатольевич ачаранпах ашшĕпе пĕрле колхоз хирĕнче тăрăшнă. Çамрăк председатель 2-3 çул чиперех ĕçленĕ, пĕлтĕрччен кивçене йĕркеллех тÿлесе пынă. «Çине тăнă тăк «Заря» парăма тахçанах саплаштарма пултарнă. Пысăк пайне татнăччĕ ĕнтĕ, 900 пин тенке яхăн юлнăччĕ. Уйăхсерен 15 пин тенкĕ хывасси ял хуçалăх предприятийĕшĕн пысăк тăкак-ши? Анчах 2015 çулхи ака уйăхĕнчен председатель кивçене тÿлеме пăрахнă, 7 уйăх укçа хывман! Пени чылай ÿсрĕ. Суд пуçлансан юрист тытса тăкакланнине те банк пирĕнтен шыраса илчĕ. Кредит сумми татах пысăкланчĕ. Председатель юриех пире тÿлеттерет. «Поручаюсь» тесе хамăр алă пуснă-ха та. Пĕлет вăл: эпир ниçта та кайса кĕрейместпĕр. Чунлă этем пулнă тăк пирĕнпе çапла хăтланмĕччĕ. ЯХПК кивçенне мĕнле совеçпе ахаль çын çине «çакмалла»? Хăйне тÿре-шара хÿтĕленĕрен сĕмсĕр тытать-ши?» — тĕлĕнчĕç поручительсем. Вĕсем кăçалхи çуркунне лару ирттерес сĕнÿпе кантура пынă. Унта Перекет банкĕн, район администрацийĕн представителĕсене, суд приставĕсене чĕнме ыйтнă. Вĕсем кредит ыйтăвне сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăну кăларасса шаннă. Анчах председатель хурав паман, пуху йĕркелемен. /Устав тăрăх вăл кашни уйăхра иртмелле/. Хуçалăх ĕçченĕсем трактора сутса парăмран хăтăлма ыйтсан хуçа: «Ăна сутсан çураки мĕнле ирттерес?» — тесе хирĕçленĕ-мĕн.

Хире пырса алă пустарнă

Петр Зверев «Заря» ЯХПКн тĕп зоотехникĕнче 12 çул ĕçленĕ. Шалу йĕркеллĕ тÿлеменнипе вăл 2009 çулта унтан кайнă, халĕ кÿршĕ хуçалăхра тăрăшать. «Кăçалхи ака уйăхĕнчен пуçласа шалăва катма тытăнчĕç. Эпĕ 16 пин тенкĕ илеттĕм, ун çуррине шăкăрт! катса юлаççĕ. Паянхи кун тĕлне хуçалăхăн кивçенне 50 пин тенке яхăн тÿлерĕм. Чĕрĕ укçа вĕт вăл! Çуррине яхăн тырăпа саплаштарчĕç-ха. Анчах хаклă хакпа: çынсене 6 тенкĕпе сутнă чухне пире 8 тенкĕпе пачĕç. Манăн çăмăл машинăна арестлерĕç. Хамăн та кредит пур, трактор туяннăччĕ. Мĕнле пурăнмалла капла? Арăм ятлаçать, пурин те хырăм выçать», — пăшăрханчĕ икĕ ача ашшĕ.

Поручительсем председатель пулнă Анатолий Павлов патне кайнă: вăл çынсене ку ĕçе явăçтарнă-çке. Кунтан кайнă хыççăн нимĕнле яваплăх та, парăм та çук унăн. Çынсем вара халĕ те шар кураççĕ. Кама пула? Ăçта тĕрĕслĕх? «Трактора ярса илĕр те сутăр», — тенĕ Анатолий Николаевич. «Кооператив пурлăхĕпе, укçи-тенкипе эпир хуçаланатпăр-им?» — тарăхнипе çурăлса кайма хатĕр 6 çын. Вĕсен умĕнче вун-вун ыйту: мĕншĕн банк залога илнĕ пурлăха /çăмăллăхлă кредитпа туяннă техникăна/ сутма тăратман, тÿрех çынсен карточки çинчи укçана «шăлма» тытăннă? «Паянхи кун хуçалăхăн парăма татмашкăн пурлăх пур, панкрута тухман вăл. Мĕншĕн тырра арест хумаççĕ сăмахран? 122 тонна тĕш-тырă туса илнĕ кăçал. Ăна 7 тенкĕпе сутсан та пысăк укçа пухăнать. Пирĕн ĕнесене çавăтса каяссипе хăратаççĕ — хуçалăхăн хăйĕн те выльăх пур вĕт! Манăн мăшăр хуçалăхра водительте ĕçлет. Ăна та поручитель турĕç, хире пырса алă пустарчĕç. Банк ĕçченĕсем ун чухне: «Сирĕн ним шикленмелли те çук, залога хунă пурлăх хуçалăхра пайтах. Тем пулас тăк чи малтан вĕсене арестлĕç», — тесе ĕнентерчĕç. Банкпа ЯХПК çырнă килĕшĕве пире паман. Хут листисене уçса пынă май эпир алă пуснă çеç. Ун чухне тĕп бухгалтер пулнă Вера Андреева каларĕ: «Сире тек чăрмантармастпăр. Укçа кирлĕ тĕк трактора сутăпăр». Поручитель пулни пире нихăш енчен те çăмăллăх кÿмерĕ: уншăн ытлашши тырă та, улăм та паман пире», — вĕчĕрхенчĕ Надежда Киргизова, пĕр вăхăт тĕп бухгалтерта ĕçленĕскер. Халĕ вăл ватă амăшне пăхать.

«Суд пĕрремĕш хут пулсан хуçалăхри пурлăхăн пĕр пайне сутма йышăннă. Анчах Владимир Макаров унпа килĕшмен, ЧР Аслă судне çитнĕ, ĕçе выляса илнĕ. Приговорпа килĕшÿллĕн, ХТЗна кăна сутма ирĕк панă. Ку трактора илекен тупăнасси иккĕлентерет. Хакĕ — 1 млн тенкĕ ытла. Суд çапла йышăннă, ăна йÿнетме çук», — терĕç çынсем.

«Шалу тÿлемест, никама та хисеплемест»

«Шалăва çулталăк çурăна яхăн йĕркеллĕ тÿлемест. Упăшкана калатăп: «Ан кай, килте выльăх пăх! Укçу пĕрех çук!» Кашни кун вăрçăнатпăр. Ĕç укçине юлашки хут çу уйăхĕнче 1800 тенкĕ илнĕ вăл. Пĕр кунхине упăшкан укçине илмешкĕн хам та пĕрле кайрăм. Ыйтмасăр пĕрех памаççĕ. «Укçа кирлĕ-им?» — шăл йĕчĕ председатель. Шалăвне кăна мар, расчетка та памаççĕ. Председатель хушман. Пĕр сехете яхăн кĕтсе лартăм кантурта. «Чун ыратать, машинăна шел, хамсăр лăскаса тăкаççĕ», — тет упăшка. 1981 çултанпа водительте тăрăшаканскер хăйĕн тивĕçне председатель хушмасăрах аван пĕлет. «Çын вырăнне çын тупăнатех», — тесе хуçа унăн кăмăлне пăснă. Ĕçлекене хисеплеме пĕлмест, кăнттам калаçать вăл, çавăнпа чылайăшĕ ĕçрен кайрĕ. Скотниксемпе дояркăсем те тÿсеймерĕç. Никам та çуккипе пĕр вăхăт Макаровăн амăшĕ, тивĕçлĕ канурискер, ĕне сума çÿрерĕ. Пĕлтĕр комбайнера тырă вырнăшăн калаçса татăлнă пек тÿлеменрен лешĕ кăçал килмен. Председатель хăй штурвал умне ларчĕ! Çынна ĕçлеттерме пĕлмесен ăçта кайса кĕмелле: йăлтах хăвăн çине илмелле», — терĕ Надежда Ивановна.

Ферма заведующийĕнче ĕçленĕ Ирина Яковлева та кооперативран кайнă: «Ку пăтăрмах пурнăçăма çапса хуçрĕ. Хĕрĕме кредит илсе параймарăм, банк хирĕçлерĕ — эпир хура списокра», — чунĕ ыратрĕ Ирина Павловнăн.

«Хуçалăхра 20 пуç ĕне /вĕсем те лейкозлă/ çеç юлнă. Ĕне витинче транспортер шăнса ларнă, тислĕке лашапа тăкаççĕ. Паянхи кун тĕлне 1 килограмм çĕрулми те сутман. Налуксем — 2 млн тенке яхăн... Лару-тăру йывăрланнипе панкрута тухас патнех çитнĕ. Пире хăратаканни çакă: хуçалăх пĕтсен парăма каçармаççĕ, ăна пирĕнех тÿлесе татма тивĕ», — калаçрĕç çынсем.

«Макарова ял администрацийĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшнă: унăн пурăнмалли кĕтес çук имĕш. Яла аталантарма йышăннă программăпа килĕшÿллĕн, кил-çурт çавăрмашкăн патшалăх укçа уйăрнă. Яла килсе хуçалăха çĕкленĕ тĕк шарламăттăмăр. Мĕн пуррине аркатрĕ. Пире кооперативăн кивçенне тÿлеттерет — ăна вара патшалăх хваттер туса парать! Вилнĕ тăванĕн кивĕ çуртĕнче çемйипех пропискăна тăнă. Арăмĕ те, ачи те хулара пурăнаççĕ», — кăмăлсăрланчĕ халăх.

Владимир Макаров патшалăх программипе усă курнине, ку тĕлĕшпе 740 пин тенкĕ уйăрнине Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева çирĕплетрĕ. «Кунта йăнăш çук, хутсене прокуратура тĕрĕслерĕ. Укçана Комсомольскинче нумай хваттерлĕ çурт çĕкленĕ çĕре янă. Хальлĕхе вăл хута кайман-ха. Макаровсен хулара хваттер çук, тăванĕ патĕнче пурăнаççĕ. Владимир Анатольевичăн шăллĕсем пур, аслин тĕп килтен уйрăлса тухмалла. Вăл ялта ĕçлесе пурăнас тĕллевлĕ. Хваттер илнĕ хыççăн çемйине те илсе килесшĕн», — ăнлантарчĕ Ольга Петровна.

«Кунта килни — чи пысăк йăнăш»

Çамрăк председательпе ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕл пултăмăр. Малтанах вăл: «Манран мĕн кирлĕ сире?» — тесе турткалашрĕ. Отпускра имĕш, нимĕн те пĕлмест.

— Банк умĕнчи кивçене мĕншĕн тÿлеме пăрахрăр? — кăсăклантăмăр эпир.

— Укçа, производство çуккипе, çынсем ĕçлеменнипе, — хуравларĕ ЯХПК ертÿçи.

— Тыр-пул туса илмен-им? Выль-ăх-чĕрлĕхрен тупăш курмастăр-им?

— Ĕçлемесен илейместĕн ĕнтĕ. Хуçалăхĕ хут çинче кăна ĕçленĕ евĕр курăнать.

— Техникăна мĕншĕн сутмастăр?

— Вĕсем залогра. Унпа эпĕ хуçаланаймастăп. Пĕрне сутлăха лартнă. Сутчăр, укçине илччĕр.

— Ахаль çынсене шар кăтартнăшăн сире совеç кăшламасть-и?

— Эпĕ те вĕсемпе пĕр шайрах. Шалăвăн 50% катаççĕ. Урăх кредит илсе поручитель пултăм. 700 пин тенке тĕп бухгалтерпа пĕрле тÿлетпĕр. Саккунсем çапла тăк мĕн тăвас-ха? Манăн та çемье пур.

Владимир Анатольевич ĕнесене сутасшăн мар. Сĕт — укçа çăлкуçĕ. Çапах лейкозлă выльăха пĕтермех тивет — йĕрки çапла. «Кам çăхавлать — эсир çавсене хÿтĕлесе çыратăр. Ман пирки евитлекенсем хуçалăхра ĕçлемеççĕ. Кăçал хĕрлĕ кăшман, çĕрулми лартрăмăр. Вĕсене пухса кĕртме çын çук! Çанталăкĕ çумăра кайрĕ. Уйра ĕçлекенсене кашни кун тенĕ пек укçа тÿленĕ. Юрать-ха, шкул ачисем пулăшрĕç. Агронома каларăм: «Чĕн поручительсене, вĕсем килте ахалех лараççĕ». Çук, пĕри те тухмарĕ. Аннен, хăй инвалид пулсан та, чунĕ тÿсеймерĕ, уйра ĕçлерĕ... Эпĕ килнĕ чухне кооперативăн парăмĕсем пысăкчĕ. Ăнланман, пĕлмен кунта йывăр лару-тăру пулнине, çавăнпа хăрамасăрах килтĕм. Район администрацийĕнчен çине тăрса ыйтрĕç. Çакăнта килсе пуçа чикни — пурнăçăмри чи пысăк йăнăш. «Тупăр урăх председатель — паянах каятăп», — тенĕ эпĕ. Тепĕр çын килсен вăл кивçенсенчен епле хăтăлĕ-ши? Çакна питĕ пĕлес килет. Нарăс уйăхĕнче çĕнĕ председателе суйлама вăхăт çитет. Эпĕ хамăн кандидатурăна тăратмастăп. Хуçалăха спонсорсен укçине пайтах хывнă. Комбайнпа, тракторпа хам ĕçленĕ. Хуçалăх ĕçченĕсене пĕрре мар чĕнсе илсе калаçнă, ку лару-тăруран тухмалли çул-йĕре ăнлантарнă: кивçене тăстарса уйăхсерен тÿлемелли суммăна пĕчĕклетме майсем пурччĕ. Кун пирки Шупашкарти банка çитсе калаçса татăлтăм. Анчах çакнашкал услови лартрĕç: малтанхи поручительсен пурин те алă пусмалла. Вĕсем хирĕçлерĕç, 2 çын çеç алă пусрĕ. Çавăнтан пуçланчĕç пăтăрмахсем. Тавар çаврăнăшĕ çук. Петр Зверева ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлеме ыйтрăм, укçа тÿлеме шантартăм, вăрлăхне илсе килтĕм. Çук, пулăшмарĕ. Агронома тахçанах кондици вăрлăхĕ хатĕрлеме хушнă, кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе вĕçлемелле, вырăнтан аран хускалчĕç. Агроном ĕçе 8 сехет çурăра килсен ăçтан тухăçлăх пултăр? Вĕсемпе йĕркеллех хутшăннă эпĕ. Анчах çăхавсем çырса тарăхтарнă хыççăн ĕçпе кăна калаçатăп. Мĕн кăна сÿпĕлтетмеççĕ-ши ман çинчен? Пÿрт турăм, пуйрăм имĕш... Вăрлатăп, ĕç вăхăтĕнче бассейнра ишетĕп-мĕн. ФСКна юлашки хутчен хăçан кайнине те астумастăп. Çурăм хыçĕнче калаçса çÿрекенсен сăмахĕ маншăн пĕлтерĕшлĕ мар-ха. Ĕçлекен çук: юрать-ха, пенсири атте-анне, иккĕмĕш сыпăкри шăллăмсем ÿркенмеççĕ. Хуçалăх шурлăха кĕрсе ÿкнĕшĕн эпĕ пĕччен айăплă мар. Леонид Киргизов ĕнесен пуçне чакарса хуçалăха пысăк шар кăтартрĕ. Кредитпа БДМ дискатора 2 штук илме кирлĕччĕ-и? Çĕрĕ те 800 гектара яхăн çеç. Манăн шухăшпа, укçапа тухăçлă усă курманни ку. Акмалли агрегат пирки те çавна калатăп: 2 штук кирлĕ мар вăл. Çакна ăнланнă хыççăн акакан пĕр хатĕре Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хуçалăха сутнă. Уншăн укçине курттăммăн мар, пайăн-пайăн илнĕ. Ку саккуна пăсни. Логика ăçта? Уншăн банка процент тÿлеççĕ вĕт. Çаксем йăлтах хуçалăха каялла туртнă. Поручитель пулса алă пуснă тăк мĕншĕн пурлăха тĕрĕслесе тăман? Çав икĕ техникăна илмен тĕк 900 пин тенкĕ пулмастчĕ. Унчченхи ертÿçĕн, правлени членĕсен йăнăшĕ ку. Малтан çапла калатчĕç: «Пĕтме пуçланă колхоза килме шикленменшĕн сан ятупа палăк лартмалла». Халĕ манран начар çын çук иккен», — уçăмлатрĕ председатель.

Республика прокуратури «Заря» ЯХПКра шалу вăхăтра тÿлеменнине тупса палăртнă, уншăн ертÿçе 4 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. «Поручительсенчен парăма шыраса илнинче йĕркене пăсни çук. Приставсем хăйсен ĕçне саккуна пăхăнса пурнăçлаççĕ», — тенĕ прокурорăн заместителĕ Александр Григорьев халăх ыйтнине хуравласа.

Комсомольски район администрацийĕн ертÿçи Алексей Самаркин çынсене çапла хуравланă: «Эсир хыпарланине тишкернĕ, шута илнĕ. В.А.Макарова ăнлантарнă: кунашкалли урăх пулмалла мар. Шел те, хуçалăх субъекчĕсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе тăмашкăн пирĕн административлă ресурс çук. Çапах ку лару-тăрăва куçран вĕçертмĕпĕр».

Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеменни хуçашăн тупăшлă иккен: вăл тытнă та кредита тÿлеме пăрахнă! Куншăн ăна никам та айăплаймĕ — банк умĕнче унăн яваплăх çук. Мĕнпе вĕçленĕ ку истори? Председательпе йăлтах паллă: вăл нарăс уйăхĕнче ĕçрен кайĕ, патшалăх пулăшăвĕпе илнĕ çĕнĕ хваттере пурăнма куçĕ. 6 çын парăма хăçанччен тÿлесе тăрĕ?

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.