«Пылак планета» аталансах пырать
22 Dec, 2016

Пвян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Акконд» АУО канфет кăлармалли çĕнĕ лини уçнă çĕре хутшăннă.

 Савăнăçлă çак пулăма регион ертÿçипе пĕрле Шупашкар хулинчи 4-мĕш лицейра вĕренекенсем хутшăннă. Шкул ачисем кондитер фабрикине экскурсие çÿресси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çакна Михаил Игнатьев та ырлать. Унăн пуçарăвĕпе хулари тата республикăри районсенчи шкулсенче вĕренекенсем асăннă фабрикăри производство цехĕсене кĕрсе курнă. «Пирĕн ачасем пахалăхлă канфет çиме пултарни питĕ аван. Кашни çулах эпир сирĕнпе çĕнĕ лини уçатпăр. Апла тăк, «пылак планета» аталанать», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 2016 çулта кунта ассорти тата ытти йышши канфет кăларакан 4 производство линийĕ ĕçлеме пуçланă. Предприятин генеральнăй директорĕ Валерий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, кунта 500 ытла кондитер изделийĕ кăлараççĕ. Вĕсене Раççейĕн ытти регионне тата ют çĕршывсене ăсатаççĕ. Савăнăçлă çак пулăм хăю каснипе вĕçленнĕ. Ун хыççăн шкул ачисем валли ятарлă экскурси йĕркеленĕ. Пурне те Хĕл Мучипе Юр пикерен парне тивĕçнĕ.

 

А.ГРОМОВА.

А.ГРОМОВА