Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи органĕсен ветеранĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, милицин отставкăри лейтенанчĕ Ксения Редькова кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн тата Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейин канашĕн председателĕпе Лев Кураковпа тĕл пулнă.
Патшалăхăн культура енĕпе тытса пыракан политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — культурăпа искусство учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси.
Çак ĕçе пурнăçлама иртнĕ çул республика бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çав нухратпа учрежденисене юсанă, музыка инструменчĕсем, куллен усă курмалли хатĕрсем туяннă тата ытти ĕç пурнăçланă. Иртнĕ çул республикăра икĕ культура çурчĕ — Елчĕк тата Çĕрпÿ районĕсенче — хута кайнă, кăçал Вăрмар районĕнчи халăха йышăнма пуçлĕ.
Çÿллĕ шайри технологисен производствине хута ямалли комплекслă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществи субсидие тивĕçнĕ.
2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинисене 30% йÿнĕрех тÿлеме пултараççĕ.
Çакăн пирки калакан улшăнусене РФ Налук кодексне пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕрке Раççей тата ют çĕршыв паспортне илес, транспорт хатĕрне регистрацилес, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельствăллă пулас текенсене тата ыттисене те пырса тивет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 8-мĕшĕнче 55 çул тултарчĕ.
Юбилейпе республика Ертÿçине РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă. «Чăваш Енре эсир професси ÿсĕмĕн мĕнпур картлашки çине пуснă, уй-хир бригадирĕнчен ял хуçалăх министрне тата республика Пуçлăхне çитнĕ. Эсир — тарăн пĕлÿллĕ, пуян опытлă, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртекен ертÿçĕ. Регионăн малашнехи аталанăвĕ, экономика çирĕплĕхĕ, социаллă тытăм лайăхланасси, халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварасси, çынсен пурнăç шайне ÿстересси Сирĕн тухăçлă ĕçрен нумай килет. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп», — тенĕ РФ премьер-министрĕн телеграмминче.
Çĕнĕ çулта йăла пăсăлмарĕ — республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен йĕркелекен планерка паян яланхи йĕркепе иртрĕ. Çанталăкĕ мĕнешкел те — канашлу çак сивĕре инфратытăм ĕçне, хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе явнинчен пуçланчĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă. Вĕсем ял хуçалăх аталанăвĕпе, çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Татиана чиркĕвĕнче Раштав кĕллине хутшăннă. Литургие Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ирттернĕ. Наци телевиденийĕ уяв кĕллине тÿрĕ эфирта кăтартнă.
Христос тĕнне ĕненекенсен тĕп уявĕсенчен пĕрне халалланă кĕлĕсем Чăваш Республикинчи ытти чÿркÿре те иртнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Йĕпреç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Горбуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Муниципалитет ертÿçи 2016 çулта асăннă районăн социаллă тата экономика аталанăвĕ еплерех йĕркеленни çинчен каласа кăтартнă. Чи курăмлă ÿсĕмсен шутне вăл çаксене кĕртнĕ: ял хуçалăх производстви — 105,7 процент, муниципалитет бюджечĕ 4 процент таран ÿснĕ.