Ватăсен пулăшăвĕ те сумлă

10 Кăрлач, 2017


 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн тата Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейин канашĕн председателĕпе Лев Кураковпа тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев Лев Куракова Ваттисен канашĕ тата ассамблея канашĕ патшалăх влаçĕн институчĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн тав тунă. «Сирĕн сĕнÿсем, эсир çĕклекен ыйтусем пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пире управленипе çыхăннă йышăнусем тунă чух йăнăшасран сыхланма май параççĕ», — тенĕ вăл.

Лев Кураков республикăра Промышленноç аталанăвĕн фондне йĕркелеме йышăннине пысăка хурса хакланă. ЧР Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх — фонд экономика енĕпе кăна мар, социаллă пурнăç тĕлĕшпе те усă кÿме тивĕç: вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, регионти ĕç укçин шайне çĕклеме те пулăшĕ.