Сивĕ, çапах хăрушă мар

9 Кăрлач, 2017

Çĕнĕ çулта йăла пăсăлмарĕ — республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен йĕркелекен планерка паян яланхи йĕркепе иртрĕ. Çанталăкĕ мĕнешкел те — канашлу çак сивĕре инфратытăм ĕçне, хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе явнинчен пуçланчĕ.

«Пĕр 20 çул каялла кунашкал çанталăк тĕлĕнтермĕш пулман. Хĕлле уйăхĕпех шартлама сивĕсем тăратчĕç», — аса илтерчĕ Михаил Игнатьев. Ун чух сивĕсем хăнăхнă пулăм пулнă, халь апла мар, çавăнпа пушшех сыхлăх кирлĕ. Çавна май строительство министрĕ Владимир Михайлов лару-тăрупа паллаштарчĕ те — сехре хăпмалли тĕслĕхсем пулманни çинчен пĕлтернине илтме кăмăллă пулчĕ. Уяв-кану кунĕсем пăтăрмахсăр иртнĕ. Паллах, уйрăм тĕслĕхсем пур. Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпÿ районĕнче çуртсене шыв пама пăрахнă тĕслĕхсем пулнă. Юсавçăсем вăхăтра мерăсем йышăннă, Çĕрпÿ районĕнчи тĕслĕхпе те ĕçлеççĕ.

Çурт-йĕре хутса ăшăтмашкăн резерв топливи çителĕклĕ. Çав вăхăтрах Михаил Игнатьев хуласенче çурт-йĕре ытлашшипех ăшăтма кирлĕ марри пирки те асăрхаттарчĕ: «Хăшĕсем шартлама сивĕре те форточкăсене уçни пирки калаççĕ — ытла пăчă. Кайран ăшăшăн квитанци илĕç те — 6-7 пин тенкĕ тÿлемеллине курса кăмăлсăрланĕç. Апла ан пултăр». Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен пуçлăхĕсем çак хуласенчен ĕç-пуç пирки пĕлтерчĕç — пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Асăннă кунсенче республикăра 35 пушар пулнă — çулталăк каяллахинчен чылай сахалрах. Çапах, ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, çак пушарсенче 6 çын вилнипе ниепле те çырлахма юрамасть. Пурте тенĕ пекех ÿсĕр пулнă-мĕн. Çав шутра иккĕшĕ — хĕрарăмсем. Ĕçкĕ тенĕрен, уяв-кану кунĕсенче эрехпе, спиртлă шĕвексемпе сиенленсе больницăсене лекнисен шучĕ те пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех пулнă. Çакăнта, сывлăх сыхлавĕн министрĕн Алла Самойловăн шучĕпе, «фанфуриксен» суту-илĕвĕ тĕлĕшпе тинех чарусем йышăннин витĕмĕ куçкĕрет: «Шăпах çавнашкал шĕвексемпе наркăмăшланнисен шучĕ чакни палăрать».

Апла пулин те саккунсăр эрех суту-илĕвĕпе çыхăннă çивĕчлĕх сирĕлнĕ теме иртерех-ха — çавнашкал 36 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин туртса илнĕ контрафакт виçине те пĕлтерчĕ — 200 литр. Сăмах май, полицире çавнашкал шĕвексем иртнĕ çултанпа ытла та нумай капланса кайнă. Вĕсене тĕп тумалла, анчах министр сăмахĕнчен çакă палăрчĕ: ведомствăсен хушшинче çирĕп çыхăну-ăнлану çуккине кура ку ĕç чăрмавлă пулас.

Чăваш Енĕн «тĕп полицейскийĕ» çулсем çинчи лару-тăру пирки те сăмах пуçарчĕ. Çак кунсенче пулнă аварисенче 7 çын вилнĕ. Çанталăк сиввине кура çулсем çинчи сыхлăха ÿстерни вырăнлă. Телее, ПАИ тĕлĕрмест. Кăрлачăн 8-мĕшĕнче, сăмахран, инспекторсем Мускавран Шупашкара килекен автобус çул хĕрринче чарăнса ларнине асăрханă. Техника чăхăмланă, салонра вара — виçĕ теçетке ытла пассажир. ПАИ сотрудникĕсем хăйсен вăйĕпе вĕсене эвакуациленĕ — шăнса кÿтме паман.

Кирек мĕнле пулсан та иртнĕ кунсем Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсемпе палăрса юлчĕç. Праçниксем лайăх иртнĕ. Культура министрĕ Константин Яковлев çакна цифрăсемпе çирĕплетрĕ: раштавăн 20-мĕшĕнчен пуçласа Çĕнĕ çула халалланă 1,7 пин ытла мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсене 650 пин ытла çын хутшăннă. Кăçал «Çĕнĕ çул лабиринчĕ» программăна районсем те хутшăннă: Элĕксемпе Йĕпреçсем, Хĕрлĕ Чутайсемпе Сĕнтĕрвăррисем, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсем тата Çĕнĕ Шупашкар хули. Хăнасене кашниех хăйнеевĕрлĕхпе илĕртме ăнтăлни куçкĕрет. Муркашсем, сăмахран, автансен конкурсне йĕркеленĕ — Автан çулталăкĕ пуçланчĕ вĕт. Е тата — çăматă тăхăнса хоккейла выляни. Конькисĕр те выляма пулать иккен!

Çула май тенĕ пек Михаил Игнатьев Мускав кăçал культура çурчĕсем валли мĕн чухлĕ укçа уйăрассипе кăсăкланчĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх — юсав ĕçĕсем валли 38 миллион тенкĕ пулать. Тата 30 миллион — кинозалсем уçма. «Раççей Культура министерствинчен эпир кун чухлĕ укçа нихăçан та илмен. Халь параççĕ, эппин, пирĕн строительство енĕпе халичченхинчен икĕ хут ытларах ĕçлемелле», — терĕ Михаил Васильевич. Кăмăллă тепĕр хыпара информполитика министрĕ Александр Иванов пĕлтерчĕ: Наци телекуравĕн кăларăмĕсене спутник урлă трансляцилесси кĕçех пурнăçа кĕмелле. «Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне хĕрарăмсемшĕн парне пулĕ — Чăваш телекăларăмĕсене пĕтĕм тĕнчипех пăхма пултарĕç», — терĕ вăл. Пенсионерсене вара Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева пĕлтерни савăнтарма тивĕç: «Ырантан пенсионерсене пĕр хут паракан 5 пин тенкĕлĕх тÿлеве пама тытăнатпăр. Çак укçана республикăри 370 пин ытла пенсионер илĕ. Пĕтĕмпе 1,865 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать — пĕтĕм тытăм укçа тÿлемешкĕн тытăнма хатĕр. Ку ĕçе кăрлачăн 28-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле».

Çакăнпа канашлу вĕçленмеллеччĕ ĕнтĕ, анчах республика Пуçлăхĕ пухăннисене кăшт тытăнса тăма сĕнчĕ те — пыл катки пĕр кашăк тикĕтсĕр мар иккен... Вăл строительство сферинчи кăмăлсăр ĕç-пуç тавра сăмах пуçарчĕ. Бюджет укçине вăрланине /республика тата Хĕрлĕ Чутай районĕн бюджечĕсене 5 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ/ кура уголовлă ĕç те пуçарнă. Сăмах вара темиçе объект пирки пырать. «Фирмисем пурте пĕр çыннăн — Игорь Анисимовăн. Директорĕсем тĕрлĕ çынсем пулма пултараççĕ. Анисимовпа çыхланмалла марри пирки эпĕ тахçантанпах асăрхаттаратăп. Хăй вăхăтĕнче, эпĕ Ял хуçалăх министерствине ертсе пынă чух, вăл çак ведомствăн капиталлă строительство управленийĕнче ĕçлетчĕ. Унпа сывпуллашма тивнĕччĕ. Пĕр ĕçе те тивĕçлĕ пахалăхпа тумаççĕ. Сĕнтĕрвăрринче шкула тĕпрен юсама пуçăннă — 28 миллион тенкĕлĕх. Пурнăçлайман... «Этнос Чăваш Енĕ» проекта та кĕме май тупнă. Унпа мĕншĕн ĕçлеççĕ? Эппин, хăшĕсем хăйсен интересĕсене тĕпе хураççĕ...» ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслев управленийĕ ыйтăва куçран вĕçертмесси пирки асăрхаттарчĕ те — Анисимовпа çыхăннă пăтăрмахлă ĕç-пуç çирĕп яваплăхпа вĕçленесси куçкĕрет.

Николай КОНОВАЛОВ