Саламлатпăр!

9 Кăрлач, 2017

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 8-мĕшĕнче 55 çул тултарчĕ.

Юбилейпе республика Ертÿçине РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă. «Чăваш Енре эсир професси ÿсĕмĕн мĕнпур картлашки çине пуснă, уй-хир бригадирĕнчен ял хуçалăх министрне тата республика Пуçлăхне çитнĕ. Эсир — тарăн пĕлÿллĕ, пуян опытлă, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртекен ертÿçĕ. Регионăн малашнехи аталанăвĕ, экономика çирĕплĕхĕ, социаллă тытăм лайăхланасси, халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварасси, çынсен пурнăç шайне ÿстересси Сирĕн тухăçлă ĕçрен нумай килет. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп», — тенĕ РФ премьер-министрĕн телеграмминче.

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Валентина Матвиенкăн саламĕнче çапла çырнă: «Эсир, çирĕп тĕллевлĕ тата татăклă йышăнусем тума пултаракан ертÿçĕ, тăван Чăваш Енĕн çивĕч ыйтăвĕсене лайăх пĕлетĕр, регионăн социаллă тытăмне çирĕплетессишĕн, унăн инвестици климатне лайăхлатассишĕн нумай вăй хуратăр. Тăрăшулăха пула Сире республикăра пурăнакансем хисеплеççĕ. Профессионализм, опыт тата тапса тăракан вăй-хал Сире малашне те регион аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама, тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшса пырасса шанатăп».

Михаил Игнатьева çуралнă кунпа ырлăх, сывлăх, телей, ăнăçу сунса РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Антон Вайно та саламланă. РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕнчен Сергей Кириенкăран та Чăваш Ене телеграмма çитнĕ. «Сире тата сирĕн çывăх çынсене çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп», — тенĕ саламра.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи — РФ Патшалăх Канашĕн секретарĕ Игорь Левитин хăйĕн саламĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне Раççей ырлăхĕшĕн кăтартуллă ĕçленĕшĕн тав тунă, вăй-хал, сывлăх, телей, ырлăх, ăнăçу суннă. РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич янă телеграммăра: «Профессионализм тата ĕçе чунтан парăнни Сире Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пыма май парать. Паянхи кăткăс экономика лару-тăрăвĕнче Сирĕн тата сирĕнпе пĕр шухăшлă çынсен ĕçченлĕхне пула регион промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, социаллă инфратытăмра пысăк кăтартусемпе палăрса тăрать. Республика культурăпа истори тата туризм регионĕ пулнине, хăнасене йышăнма пĕлнине куллен çирĕплетет. Пуян опытлă пулнăран, йĕркелĕхе тĕпе хунăран тата пурнăçа юратма пĕлнĕрен Эсир обществăра ят-сум çĕнсе илнĕ. Хисеплĕ Михаил Васильевич, сире çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх тата ырлăх, ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатăп», — тенĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çуралнă кунпа çавăн пекех Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин влаç органĕсен ертÿçисем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, ахаль çынсем саламланă.