Йĕпреçсем ял хуçалăх производствине çĕнĕ шая çĕклесшĕн

6 Кăрлач, 2017

Республика Пуçлăхĕ Йĕпреç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Горбуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Муниципалитет ертÿçи 2016 çулта асăннă районăн социаллă тата экономика аталанăвĕ еплерех йĕркеленни çинчен каласа кăтартнă. Чи курăмлă ÿсĕмсен шутне вăл çаксене кĕртнĕ: ял хуçалăх производстви — 105,7 процент, муниципалитет бюджечĕ 4 процент таран ÿснĕ.

Районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă иртнĕ çул пушă выртнă 3200 гектар çĕре хута янă. Асăннă хутлăхра инвестици çĕнĕ проекчĕсене пуçарассипе ĕç пырать.

Иртнĕ çулта 200 пуç мăйракаллă шултăра выльăх вырнаçмалăх çĕнĕ ферма хута янă. «Красный партизан» колхозра 1 пин тонна тырă хумалăх кĕлет хăтланă. 2017 çулта Йĕпреçсем хальччен тунă фермăсене реконструкцилес, выльăх йышне ÿстерес тĕллевлĕ.

Михаил Игнатьев районта халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме, çĕнĕ инвесторсене илĕртме майсем пуррине çирĕплетнĕ. «Ял хуçалăх продукцийĕн рынокĕнчи хальхи лару-тăрура — шăпах меллĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Ирина ВЛАДИМИРОВА.