Алексей Самаркинпа тĕл пулнă

7 Кăрлач, 2017

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă. Вĕсем ял хуçалăх аталанăвĕпе, çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Алексей Самаркин пĕлтернĕ тăрăх - муниципалитетра вĕрентÿ тытăмне аталантарассине, çамрăк специалистсене шкулсене тата садиксене ĕçлеме илессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çамрăк педагогсене хавхалантарма Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине çирĕплетнĕ.

Пĕлтĕр районти икĕ шкулта спортзалсене юсанă, çичĕ вĕренÿ учрежденийĕнче санитарипе гигиена условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал районти мĕнпур шкулта ку ыйтăва татасшăн.

А.Самаркин Урмаелĕнче ача çуратакансем йышланнине, çавна май шкул çулне çитменнисем валли хушма вырăнсем уçмаллине палăртнă. Михаил Игнатьев ку шухăша ырласа йышăннă.

Районта çынсене ĕçпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал виççĕр ытла çын официалă йĕркепе ĕçе вырнаçнă. Михаил Игнатьев малашне те «хура шалу тÿлекенсемпе кĕрешмеллине» палăртнă.

Чăваш Ен пуçлăхĕ тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Комсомольски районĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатма, пурнăç шайне ÿстерме майсем çителĕклине пĕлтернĕ, малашне те тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.