Паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе мăнаçланатпăр
Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи органĕсен ветеранĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, милицин отставкăри лейтенанчĕ Ксения Редькова кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ятĕнчен Ксения Редьковăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Эсир — вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсене чыслăн тÿссе ирттернĕ, çĕршывăн арканнă хуçалăхне вăй илтерме пултарнă, паянхи пурнăçа аталантармашкăн çирĕп никĕс хывнă çĕнтерÿçĕсен тата ырлăх-пурлăх тăвакансен мухтавлă ăрăвĕнчен. Пурнăçăр, Тăван çĕршыва чунран юратни, кун- çулăра унăн шăпипе уйрăлми çыхăнтарни çамрăксемшĕн тата пирĕнтен кашниншĕн ырă тĕслĕх шутланать. Сывлăхăр çирĕп пултăр, чун хавалĕ ан иксĕлтĕр, кун-çулăрта лайăххи кăна савăнтартăр», — палăртнă çĕршыв ертÿçин саламĕнче.
Михаил Игнатьев менелник хуçине ырлăх суннă май: «Çивĕч те тарăн шухăшлавăра, ыттисемшĕн чунăра памашкăн хатĕррине сирĕнпе юнашар ĕçлеме пÿрнĕ çынсем те палăртаççĕ. Сирĕн ăрупа хальхи çамрăксен чăннипех мăнаçланмалла», — тенĕ паянхи таса та ирĕклĕ тÿпешĕн тав туса.
Юбиляра саламлама пынă йышлă хăна хушшинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР шалти ĕçсен тата ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕсем Сергей Неяскин тата Сергей Димитриев, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева, офи-циаллă ытти çын пулнă.
Ксения Прокопьевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çар фельдшерĕн тивĕçне пурнăçласа вĕçевсене хутшăннă, аманнă летчиксене вилĕмрен çăлнă, авиадивизи аэродромне пăхса тăракан батальонăн санчаçĕнче ĕçленĕ.
Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе, “Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн”, “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн”, “Берлина илнĕшĕн”, “Будапешта илнĕшĕн” тата ытти медальпе наградăланă.
Çар службинчен тăван тăрăха медицина службин аслă лейтенанчĕ 1947 çулта кăна таврăннă. 1948-1983 çулсенче вăл ЧР ШĔМĕнче тĕрлĕ должноçра тăрăшнă.
Аса илтеретпĕр: Чăваш хутлăхĕнче халăха социаллă пулăшу парассине, культурăпа кăмăл- сипетĕн ырă йăли-йĕркине тата çемье пуянлăхне тивĕçлипе хаклаççĕ. Амăшлăхпа ачалăх ин-ститутне çирĕплетмешкĕн, халăха медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе хăйсем пурăнакан вырăнта тивĕçтермешкĕн, спорт инфратытăмне тĕреклетмешкĕн çуллен çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çакăн ырă витĕмĕ куç умĕнчех: çынсен пурнăç пахалăхĕ лайăхланса пынă май ĕмĕрĕ те вăрăм-ланать. 85 çул урлă каçнисем паян Чăваш Енре 17355-ĕн, 100 çул тултарнисем — 98-ăн.
Валентина СМИРНОВА