Арман авăртать – çăнăх сутăнать

22 Раштав, 2016

 ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун республикăри çăнăх-кĕрпе хатĕрлекен тĕп компани — «Чувашхлебопродукт» АО — ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

 Кунта çĕнĕ автомат линийĕ хута кайнă. Чи паха шурă çăнăха хут пакетсене тултарать. Михаил Игнатьев конвейер епле ĕçленипе кăсăкланчĕ. Продукцие икшер килограмм кĕрекен пакетсене тул-тарса сутлăха кашнине 37-40 тенкĕлле ăсатаççĕ. «Суту-илÿ организацийĕсем Шупашкарти лавкка-сенче 50-шар тенкĕлле — 25% таран ÿстерсе — сутнине илтрĕм. Складран турттарса лавкка сентрисем çине хунăшăн! — тĕлĕнчĕ вăл. — Хушма хака 10-15% ытла хăпартмалла мар. Мĕншĕн тесен çăнăх социаллă пĕлтерĕшлĕ. Сутлăх хака йÿнĕрех тума пулать».

Çĕнĕ оборудовани продукцие пакетсенче 2,5 хут нумайрах сутма, рабочисен вăйĕпе 2 хут тухăçлăрах усă курма май парать. Ăна автоматпа михĕсене те тултараççĕ. Çапах та ытларах пайне ятарлă автомашинăсемпе тултарса каяççĕ. Куллен лавккасене 300-350 тонна çăнăх яраççĕ, талăкра кунта 500 тонна таран тулă, Канашри элеваторта 100 тонна ытла ыраш авăртаççĕ. Продукци лайăх сутăнать.

«Саккассене пурнăçлассишĕн ĕçе виçĕ сменăпа, канмалли кунсемсĕр йĕркелеме тивет, — пĕлтерчĕ генеральнăй директор, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Яковлев. — Тепĕр чухне тавар туянма кăмăл тунисен ыйтăвне çийĕнчех тивĕçтерсе ĕлкĕрейместпĕр».

ЧР Пуçлăхĕ ĕç коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕ. Çынсен кăмăлĕ лайăх. Кашни уйăхра вăтамран шалу 30 пиншер тенкĕ илеççĕ. Ĕç вырăнĕсенче ăшă та тирпейлĕ, çынсене рабочи тумтирĕпе тивĕçтернĕ, предприятирех йÿнĕлле апатлантараççĕ.

Предприятин çулталăкри тавар çаврăнăшĕ 1,15 млрд тенкĕпе танлашать. «Производствăна татах ÿстерме пулать, — терĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. — Çураки умĕн ял хуçалăх организацийĕсене минерал удобренийĕ, ыттине туянма укçа уйăрăр. Çĕнĕ тырăран сире пĕтĕмпех парса татаççĕ».

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коллектива çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламларĕ, ĕçре çитĕнÿ тума хастарлăх, вăй-хал сунчĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ