Коллектива тав тунă

22 Раштав, 2016

 Раштавăн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «МРСК Атăл» АУО филиалĕн — «Чăвашэнерго» коллективне Энергетик кунĕпе саламланă, ĕçе яваплăха туйса тата питĕ ăста пурнăçланăшăн тав тунă.

Шăпах çакнашкал ĕçленĕрен республикăра пурнăç тивĕçтерĕвĕн пĕтĕм сферинче энергипе тивĕçтересси йĕркеллĕ те кăлтăксăр пулса пынине палăртнă.

Регион пуçлăхĕ Чăваш Ен энергетикĕсем оперативлă та пĕрле килĕштерсе ĕçлеме пултарнине пĕрре мар кăтартса пани, тимлĕхе çухатманни, республикăра тата унăн тулашĕнче пулнă синкерсен сиенне вăхăтра пĕтерни, сивĕсем тăнă тата пăрлă çумăр çунă вăхăтсенче те тĕрĕслев витĕр чиперех тухни çинче чарăнса тăнă. «Эпир сирĕнпе çут çанталăк синкерĕн сиенне — ун чухне республикăри ял-поселоксен пĕрре виççĕмĕш пайĕ электроэнергисĕр тăрса юлнăччĕ — пĕтерес тĕллеве тивĕçлипе пурнăçларăмăр», — тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев малашлăх проекчĕсем, энергетиксене патшалăхăн пысăк саккасĕсемпе тивĕçтерекеннисем, пирки каласа кăтартнă. Çав шутра — инвестици программисемпе килĕшÿллĕн çĕнĕ линисен строительстви, пысăк хăвăртлăхлă «Мускав — Хусан» чукун çул магистральне /вăл республика урлă иртĕ/ тăвасси те.

Республика Пуçлăхĕ чи лайăх ĕçченсене наградăсем парса чысланă. Электроэнергетика аталанăв-не сумлă тÿпе хывнăшăн РФ Энергетика министерствин Хисеп грамотине Алексей Кириллов инженер тата техникăпа юсав службин пуçлăхĕ Сергей Клементьев тивĕçнĕ, Экономикăпа тарифсен управленийĕн пуçлăхĕ Татьяна Данн тата право тивĕçтерĕвĕн пуçлăхĕн заместителĕ Евгений Петров — асăннă министерствăн Тавне.

И.НИКОЛАЕВА.