Çĕнĕлĕхсем пирки ăнлантарчĕç
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак кунсенче алă пуснă çĕнĕ указсем, ЧР Правительствин йышăнăвĕсем пирки халăха тĕплĕнрех ăнлантарас тĕллевпе республикăри министерство-ведомство ертÿçисем, влаç органĕсен ытти представителĕ Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче журналистсене комментарисем пачĕç.
Акă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштавăн 19-мĕшĕнче Иркутскри лару-тăрăва тĕпе хурса халăхра «фанфурик» сутассине кирлĕ пĕтĕм тĕрĕслев мероприятине ирттерсе кăтартусем паллă пуличчен чарса лартма хушнă. Çак енĕпе ĕçсем мĕнле пыни пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕ — Тĕрĕслевпе общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин каласа кăтартрĕ. Шупашкар хула администрацийĕн предпринимательлĕхпе потребитель рынокĕн аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Фасиха Солдатова тĕп хулара йĕркеленĕ тĕрĕслевсем мĕн кăтартса панипе паллаштарчĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштавăн 22-мĕшĕнче «Чăваш Республикин экономикăн чăн секторне пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Унта республикăра промышленноç тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн аталанăвĕн фондне туса хурассине палăртнă. Çак фонд пирки тĕплĕнрех ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин ăнлантарчĕ. «Ольдеевская» агрофирма директорĕсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова тата «Каскад» НПО» АОн маркетингпа суту-илÿ департаменчĕн директорĕ Борис Шехтер хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.
ЧР Правительстви граждансен общество транспорчĕпе çÿремелли çăмăллăхлă карттине 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пăрахăçласси пирки калакан йышăнăва ырланă. Çăмăллăхçăсем çула тухнăшăн тÿленĕ чухне мĕнлерех мелсемпе усă курма пултарнине ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников уçăмлатрĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕ хăйĕн черетлĕ 4-мĕш сессийĕнче республикăн ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен калакан саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусене ырланă. Ку саккуна республика Пуçлăхĕ алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн ача ÿстерекен граждансене уйăхсерен паракан пособи мĕн чухлĕ пысăкланасси çинчен ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев каласа кăтартрĕ. Çемьесенче 2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан вĕсем 3 çула çитиччен уйăхсерен паракан пособие малашне мĕншĕн памассине те ăнлантарчĕ вăл.
И.КЛЕМЕНТЬЕВА