Новости по теме

23 Авăн, 2014

Тĕп парнене тивĕçнĕ

Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ салючĕсем" фестиваль гран-прине çĕнсе илнĕ.

Федерацин Атăлçи тата Урал окургĕсенчи коллективсен тупăшăвĕ Пермь хулинче иртнĕ. Унта Шупашкарти, Екатеринбургри, Челябинскри, Хусанти, Ижевскри, Самарти, Эрĕнпурти, Йошкар-Олари, Пензăри, Чĕмпĕрти тата ытти хулари пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Тĕрлĕ жанр артисчĕсем, наци театрĕсем, цирк студийĕсем - пĕтĕмпе пин ытла çын - халăх пултарулăх çурчĕн сцени çинче пултарулăхне кăтартнă.

23 Авăн, 2014

Анапăран çĕнтерÿпе таврăннă

Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Никита Александров çар искусствисем енĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен VII уçă вăййисенче 1-мĕш вырăн йышăннă. Ăмăртусем Анапа хулинче иртнĕ.

23 Авăн, 2014

Чăваш Ен ятне çÿле çĕклерĕ

Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсен, полиграфи предприятийĕсен, информаци агентствисен историне, аталанăвне, хальхи пурнăçне, ĕç-хĕлне халалланă кĕнеке пирки ЧР Журналистсен союзне вулакансем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме пуçларĕç.

23 Авăн, 2014

Ăру юрри ăру тытать

Каçал тăрăхĕнче "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ 1995 çулта йĕркеленнĕ. "Тăван культурăна чăннипех юратакан, чăвашлăхшăн çунса тăракан çынсем çÿреççĕ кунта. Çавăнпа та ушкăн çирĕп чăмăртаннă. 4-5 ял çыннине пĕрлештерет "Шурăмпуç". Тепĕр чухне сцена çине 20-30 çын та тухать. Паллах, арçынсем Мускава кайнă хушăра сахалланать", – тет Галина Степанова ертÿçĕ.

Фольклор ушкăнĕ çинчен тĕплĕнрех "Хресчен сасси" çĕнĕ номерĕнче вулăр.

22 Авăн, 2014

Ăçта вĕсем, чăвашла сценарисем?..

Юлашки вăхăтра тăван чĕлхе кăвар чĕреллĕ сăвăçăмăр кĕтнĕ, шаннă пек «хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм, вĕри вутлă çулăм» вăй-хăватне çухатса пынине çирĕплетекен тĕслĕхсене час-часах илсе кăтартакан пултăмăр.

Pages