Новости по теме

29 Авăн, 2014

Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ

Профвĕренÿ аталанăвĕ экономикăна хăват кÿрет

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Округ канашĕн Оренбургра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăнни çинчен хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ.

29 Авăн, 2014

Республика юбилее хатĕрленет

Умра - çĕр-шыв историйĕнче паллă, манăçми йĕр хăварнă Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ. Республикăри йĕркелÿ комитечĕ ăна çÿллĕ шайра ирттерме тĕплĕ хатĕрленет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă ларура совет салтакĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи вилĕмсĕр паттăрлăхне çамрăк ăрусем яланах асра тытса пурăнччăр тесе тăвас тĕллевпе информаципе пропаганда мероприятийĕсен планне тишкерсе тухса çирĕплетнĕ, кăçал патриот тематикипе ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

29 Авăн, 2014

Сĕтрен - вун-вун тĕрлĕ юр-вар!

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти «Николаевский суту-илÿ комплексĕнче «Сĕт фестивалĕ-2014» иртнĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, РФ сĕт туса илекенсен наци пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ Андрей Даниленко хутшăннă.

29 Авăн, 2014

Халăх хорĕ унăн ячĕпе хисепленет

Йĕпреçри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорне Геннадий Степанов вăтăр çула яхăн ертсе пычĕ.

Çак ушкăна пĕрлешнĕ канăçсăр чун-чĕреллĕ ватăсемпе Йĕпреç тăрăхĕнчи ял-поселока тухса çÿреме тытăннă хыççăн Геннадий Григорьевичăн ячĕ-сумĕ палăрмаллах хăпарчĕ. Куракансем сĕннипе хора «Канăçсăр çынсем» ят пачĕç. Ушкăн Чăваш Енĕн ытти районĕнче пурăнакансене те хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарма пуçларĕ. «Канăçсăр çынсем» темиçе çул хушшинче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи республика-облаçсенчи чăвашсем пурăнакан районсене те çитсе курчĕç, туслă çыхăнусем йĕркелерĕç.

29 Авăн, 2014

Авăн: «Самантăн» 9-мĕш номерĕ!

«Самантăн» черетлĕ кăларăмĕ халăх паттăрĕсене чысланă-сумланă материалсемпе пуян: «Турă чăпăркки» Аттила, тĕнчипе паллă синолог Никита Бичурин, уçлăх улăпĕ Андриян Николаев, Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи: аса илер те вĕсене - асăнар.

27 Авăн, 2014

"Чăваш хĕрарăмĕ" № 39 /857/ 27.09.2014

- Петĕр Эйзинăн поэзийĕнче тĕп вырăнта - хĕвел. Вăл хăй те тавралăх çуталнă вăхăтра çут тĕнчене килнĕ.

- Ачишĕн укçа паман хĕрарăм пркуратурăна çитнĕ.

- "Ача çуртĕнче юлмастăп, атте-анне патне каятăп".

- Çывăх тăванĕнчен уйăрса килсĕр хăварнине манаймасть вăрçă ветеранĕ.

Pages