Новости по теме

16 Авăн, 2014

"Хыпар",16.09.14, 180 /26586/ №

о Пĕрлехи ÿсĕме пурин те тÿпе хывмалла
о Кашни отрасльтех çитĕнÿ пур
о "Художник - вăхăт ăрăмçи"
о "Пĕрлехи Раççейĕн" тепĕр çĕнтерĕвĕ
о Укçа айккинчен килессе кĕтмелле мар
о Петров урамĕнчи инкек
о Çул-йĕр хуçалăхĕ хĕле хатĕр-и?
16 Авăн, 2014

"Чунран, хисеплесе"

Çак ятпа республикăри тĕрлĕ районпа хулара ятарлă акци старт илнĕ. Ăна "Кĕр парни" уйăхлăх вăхăтĕнче ватă çынсемпе инвалидсене пасарсенче туяннă пахча çимĕçе киле çитерме пулăшас тĕллевпе пуçарнă.

16 Авăн, 2014

Ача-пăча валли - автохула

Шупашкарти 112-мĕш садикре ача-пăчана çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштаракан автохула ĕçлеме пуçланă.

Уяв хăйăвне касма Шупашкар хулин ÇÇХПИ пайĕн пуçлăхне Алексей Теллин подполковника чĕннĕ. "Шел те, хулари çул-йĕр çинче пулакан инкекрен чылайăшĕ çул çитмен ачасемпе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Шупашкарта кăçалхи 8 уйăхра 166 ача суранланнă", - пĕлтернĕ вăл.

16 Авăн, 2014

Вĕренÿ иртет

Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç операцисене йĕркелекен Оперативлă штаб авăн уйăхĕн иккĕмĕш çурринче анлă вĕренÿ ирттерме палăртать.

Умри тĕллевсене пурнăçламашкăн çар техникине, шывра ишмелли хатĕрсене тата авиацие явăçтарĕç.

Штаб халăха çак тапхăрта лăпкă пулма, хăрушсăрлăха уяма сĕнет, право хуралĕн органĕсен тата ятарлă службăсен ĕç-хĕлне чăрмантармалла марри пирки асăрхаттарать.

К.ПАВЛОВ.

13 Авăн, 2014

"Хыпар", 178-179 №№, 2014, авăн, 13

о "Геройсем мирлĕ пурнăçра та пулаççĕ..."

2012 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхоза нумай çул ертсе пынă Аркадий Айдак пурнăçран уйăрăлнă. Аркадий Павлович - мăшăрĕн куçĕпе.

о Чăваш Ен - Пенза облаçĕ: туслă çыхăну

Pages