Утравран - медальсемпе

16 Авăн, 2014

Çак кунсенче Красноярск çывăхĕнчи Татышев утравĕ çинче дуатлон енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионачĕ вĕçленнĕ. Унтан Чăваш Ен спортсменĕсем те медальсемпе таврăннă.

Ăмăртура спортсменсем çуран тата велосипедпа чупас енĕпе вăй виçнĕ. Краснодар, Мускав, Санкт-Петербург, Омск, Тюмень, Чита, Улан-Удэ, Томск хулисен, Удмурт тата Чăваш республикисен чысне 150 ытла атлет хÿтĕленĕ. Пирĕн ентешсенчен унта ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Владислав Дмитриевăн вĕренекенĕсене уйрăмах ăннă. 15-17 çулсенчи хĕрсен ушкăнĕнче Юлия Герасимовăпа Татьяна Никитина кĕмĕл тата бронза медальсене çĕнсе илнĕ. 19-ти Валентина Ундрицова та уйрăммăн тупăшса иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. Эстафетăра çÿлерех асăннă хĕрсем пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Турнирта арçынсен команди те - Евгений Максимов, Максим Ялуков, Сергей Яковлев - пултаруллă пулнă: вĕсем эстафетăна виççĕмĕш вĕçленĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 
Теги: