Новости по теме

9 Авăн, 2014

Ольга Гребенюк: Чунпа эпĕ Украинăрах

Килĕ-çурчĕ хальлĕхе тĕрĕс-тĕкелех

Канаш районĕнчи Тури Юнтапа хĕрĕ Ольга Семеновна Иванова /халĕ Гребенюк/, Украина каччипе пĕрлешсе 27 çул Донецк облаçĕнче пурăннăскер, кăçалхи çу уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕм çемйипе тăван ялне таврăнчĕ. Çиччĕн вĕсем: Ольга Семеновнăпа упăшки Олег Александрович, хĕрĕсем Катьăпа Женя, кĕрÿшĕсем Олегпа Денис, пилĕк çулти мăнукĕ Оля. Вăтăр çула яхăн пуçтарнă тупрана, кил-çуртне пăрахса, çийĕнчи тумтирпе кăна инçе çула тухса килет Гребенюксен çемйи.

- Ольга Семеновна, мĕнле паллашнă эсир Олегпа?

6 Авăн, 2014

"Хыпар", 173-174 /26579-26580/ №, 06. 09. 2014

Çулçă сарнă сукмакпа утнă сарă кĕркунне. Пепкине Анна аппа çупăрланă хăй çумне... Çак сăмахсемпе пуçланать Геннадий Кузнецовăн «Чи телейлĕ кун» сăвви. Ăна мухтавлă ентешĕмĕре Андриян Николаева халалланă. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ - виççĕмĕш космонавт çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çак уява Чăваш Енре еплерех паллă тунă.

6 Авăн, 2014

Андриян Николаев чăваш халăхĕн асĕнчех

Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн мемориал комплексĕнче мухтавлă Андриянăмăрăн çуралнă кунне йышпа палăртнă кун яланах хĕвеллĕ, çутă, таса килнине пурте асăрханă-тăр. Урăхла пулма та пултараймасть пек, ентешĕмĕр питĕ уçă, ăш пиллĕ чунлăччĕ-кăмăллăччĕ. Иртнĕ вăхăтпа калаçатпăр пулин те вăл халĕ те чĕрĕ, пирĕн хушăрах пек.

5 Авăн, 2014

Етĕрнесен ашне туянасшăнччĕ ...

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юн кун Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхоза 43 çул ертсе пынă Аркадий Айдака асăнса лартнă палăка уçнă хыççăнах райцентрти "АвтоВАС" общество автостанцийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприяти ертÿçин çумне çитменлĕхсемшĕн асăрхаттарчĕ. Пассажирсем валли лартнă вăрăм саксем тахçанах кивелнĕ.

5 Авăн, 2014

Влаç халăх ырлăхĕшĕн тăрăштăр

«Вырăнти хăй тытăмлăхăн» иртнĕ кăларăмĕнче /«Хыпар», 2014, çурла, 16/ федерацин тата республикăн патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсене çĕнетсе урăхлатма йышăнни, саккунсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси пирки Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа панăччĕ.

5 Авăн, 2014

Пысăк тÿпе хывнăшăн

Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕ хăйĕн пуш уйăхĕнчи ларăвĕнче «Шупашкар хулишĕн хастар ĕçсем тунăшăн /«За заслуги перед городом Чебоксары»/ медалĕн положенине пĕр саслăн çирĕплетнĕ. Йышăну ака уйăхĕнче вăя кĕнĕ. Унпа тĕп хуламăрăн экономика аталанăвне тата социаллă пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн, муниципалитет программисене пурнăçлама хастар хутшăннăшăн, катастрофа инкекĕсене сирнĕ, пушар чухне кăтартнă паттăрлăхшăн, ыр кăмăллăх акцийĕсене ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн уйрăм çынна е коллектива чыслĕç.

5 Авăн, 2014

Çĕнĕлĕхсене савăнса йышăнмалла

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă И.Ермолаев ветеран, кăçалхи çурла уйăхĕнче 95 çул тултарнăскер, пурнăçра хура-шурне пайтах курнă пулин те кашни çутă куна тулли кăмăлпа кĕтсе илет. Вăл Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Етĕрне хулинче пурăнать.

Pages