Етĕрнесен ашне туянасшăнччĕ ...
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юн кун Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхоза 43 çул ертсе пынă Аркадий Айдака асăнса лартнă палăка уçнă хыççăнах райцентрти "АвтоВАС" общество автостанцийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприяти ертÿçин çумне çитменлĕхсемшĕн асăрхаттарчĕ. Пассажирсем валли лартнă вăрăм саксем тахçанах кивелнĕ. "Вĕсене çĕннисемпе улăштарăр", - терĕ Пуçлăх. "Пилигрим" кафере Етĕрнере пĕçерекен кукăль-пÿремеч, райпо киоскĕнче Чăваш Енре уçлакан минерал шывĕ сутманнине курчĕ. Хаçат-журнал сентри çинче чăваш кăларăмĕсенчен "Сывлăх" çеçчĕ.
"Сурское застолье" кафене кĕме тесе ура ярса пусрĕ кăна - тутăхса-хуралса кайнă çÿп-çап ешчĕкĕ куç умне тухса тăчĕ. Ахăртнех, хупах умне ăна çур ĕмĕр каяллах лартнă, унтанпа пĕрре те сăрламан. Реклама хучĕсене çыпăçтармалли хăма йăптăх тăкакан йытта аса илтерет. Çил кассăн-кассăн вĕрет те вĕсене сĕвет.
"Етĕрне" суту-илÿ çуртĕнче районти хуçалăхсенче çитĕнтернĕ выльăх ашне шырарĕ, анчах вăл куç тĕлне пулмарĕ. "Эпĕ Етĕрнесен какайне туянасшăн, - терĕ Пуçлăх саппун çакнă хĕрарăма. - Анчах сентре çинче вăл пĕр татăк та çук". Р.Чернова сутуçă каланă тăрăх - ĕç кунĕсенче хула çыннисене какай Çĕрпÿ районĕнчи "Çĕрпÿ беконĕ" предприятирен кÿнине кăна туянма сĕнеççĕ, Етĕрнесем ăна канмалли кунсенче çеç сутаççĕ. Ĕне, сурăх ашĕ пач курăнмарĕ.
Хресчен урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Ăна тĕпрен юсаççĕ. Картишне асфальт сарнă. Строительсем пĕр тĕле айлăм туса хăварнăран йĕпе-сапара шыв пухăнать, ура айĕнче пылчăк çăрăлать. ЧР Пуçлăхĕ ĕçри кăлтăк-калтăка пĕтерме ыйтрĕ.
Районăн тĕп больницин ĕç-хĕлне тишкерчĕ. Поликлиникăна 25 çул каяллах хута янă. Ăна тĕпрен юсама вăхăт çитнĕ. Ĕçе пурнăçлама республика хыснинчен укçа ыйтаççĕ. Стационар çуртне нумаях пулмасть уçнă. Вăл илемлĕн курăнса ларать. Михаил Васильевич умĕнче чечек çитĕнтерменнине асăрхарĕ. Поликлиникăна инвалид урапипе кĕмелли хатĕр ăнăçсăррине палăртрĕ.
Культура çуртĕнче канашлу ирттерчĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организаци, федераци, республика органĕсен районти уйрăмĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Кузьмин социаллă пурнăçпа экономикăн кăçалхи 7 уйăхри аталанăвне тишкерсе доклад турĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ĕç кăтартăвĕсем начар мар. Промышленноç производствин калăпăшĕ пĕлтĕрхи çав хушăринчен 11,7% пысăкрах. Ял хуçалăх ĕçченĕсен ĕç укçи 12% ÿснĕ. Анчах кунпа лăпланмалла мар. ЧР аграрийĕсен вăтам шалăвĕ - 12 пин тенкĕ, Етĕрнесен 8887 тенкĕ çеç. Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх ашне 7% сахалрах, сĕт 2% нумайрах туса илнĕ.
Сергей Павлов вице-премьер каланă тăрăх - мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче какай хатĕрлессине 2009 çултанпа 40% яхăн чакарнă. Мăйракаллă шултра выльăх - 4%, сăвакан ĕне - 3,4%, сысна чылай хухнă, сурăх 8,8% хушăннă. Хальхи вăхăтра килти хуçалăхсенчен сĕтĕн кашни килограмне 13 тенкĕлле пуçтараççĕ. "Авăн уйăхĕнче ку хак тивĕçтермест, - терĕ М.Игнатьев. - Вăл 15 тенкĕрен йÿнĕрех ан пултăр". Хака çак шая çитерме сĕнчĕ. Етĕрнесем хăйсен вăйĕпе туса илекен тупăша район бюджетĕнче пĕлтĕрхинчен 11% сахалрах пăхнăшăн депутатсен Пухăвне ÿпкелесе илчĕ. "Ултă тоннăран йывăртарах автомашинăсене район шайĕнчи çулсемпе çÿреме чарăр, - ыйтрĕ ЧР Пуçлăхĕ райадминистраци пуçлăхĕнчен. - Водительсене асăрхаттарма çулсен хĕррине тивĕçлĕ паллă вырнаçтарăр". Райадминистраци пуçлăхĕ вĕсене пĕр эрнере ларттарма шантарчĕ.
Районта 7 уйăхра 333 çын вилнĕ, 245 ача çуралнă. Çемьесем пĕлтĕрхи тапхăртинчен ытларах саланнă. М.Игнатьев федераци, республика, муниципалитет органĕсем демографи кăтартăвне лайăхлатас тĕлĕшпе начар ĕçленĕшĕн критиклерĕ.
Етĕрнери А.Филиппов предприниматель ыйтăвне хуравласа Мускав-Хусан маршрутпа çÿретмешкĕн пăхакан пуйăс валли чук çул тума 2020-2021 çулсенче çеç тытăнасса пĕлтерчĕ. Пайтаçă федерацин М-7 трассине Етĕрне таврашĕнчи çавра çулпа хăçан çыхăнтарассипе те кăсăкланчĕ. "Сăр юхан шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер хывнă май районта автотранспорт çул çÿревĕн çивĕчлĕхĕ пĕтет, - хуравларĕ Михаил Васильевич. - Çавăнпа çавра çул кирлех-ши? Социаллă объектсем укçа нумай ыйтнă чух çав çула вĕçлеме республика хыснинчен 490 млн тенкĕ таран уйăрма йышăнасси пирки иккĕленетĕп".
"Янăм шкулĕн çи виттинчен шыв анать. Çурт тăррине хăçан улăштарĕç?" - ыйтрĕ залра ларакан хĕрарăм. "Ыйтăва çак уйăхра татса парăпăр", - хурав пачĕ райадминистраци пуçлăхĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова Полянккă ялĕнче кăçал ФАП тума пуçлассине пĕлтерчĕ. Районта пурăнакансен 70% медĕçченсен ĕçне, "лайăх" тата "начар" тесе хак панă, 30% кăна "5" паллăпа пахаланă. Врачсен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи - 32 пин тенкĕ. "Çавăн чухлĕ илнине кура çынсене лайăхрах сиплессишĕн тăрăшасчĕ", - мăкăртатрĕ манпа юнашар ларакан.
Районта йăлари хытă каяша уйăрмалли пункт тума палăртнă. Хальлĕхе ăпăр-тапăра Чул хула облаçĕнчи Воротынец районне турттараççĕ. М.Игнатьев каяш пунктне районăн инвестици программине кĕртме ыйтрĕ. Çакăн хыççăн тин объекта республика хыснинчен кĕмĕл уйăрма йышăнĕç.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: Етĕрнесем хăйсен аталану çулне тĕплĕн тишкерчĕç, çивĕч ыйту нумай çĕклерĕç. Пĕр пайне райадминистраци специалисчĕсем хуравларĕç. Канашлу усăллă иртрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ