Олимп çулĕ такăр мар

9 Авăн, 2014

Пирĕн ентеш Валериан Соколов Чăваш Ен атлечĕсенчен чи малтан Олимп вăййисен чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче чăваш атлечĕ Ардалион Игнатьев Швейцари тĕп хулинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче 200 метра чупассипе - иккĕмĕш, 400 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăн йышăннăранпа 60 çул çитрĕ. Чăваш Республикинчи физкультурăпа спорт историйĕн аталанăвĕнче çак паха пулăм паллă вырăн йышăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 1950-мĕш çулĕсенче СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннин А.В.Игнатьевăн тĕслĕхĕ чăвашсем ĕçре е çапăçу хирĕнче кăна мар, спортра та пысăк çитĕнÿсем тума пултарассине уççăн кăтартса панă.

Олимп вăййисен чемпионĕсем В.Соколовпа С.Чиркова 1968 çулта Мехикăран таврăнсан. 1960 çулта марафон енĕпе СССР чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ А.Улангин /малти/.
Олимп чемпионĕ Валерий Ярды. Куславккара çуралса ÿснĕ пирĕн ентеш, Олимпиадăна хутшăннă Борис Столяров.

Ардалион Игнатьев спринтерпа пĕрле Мельбурнти XVI Олимп вăййисенче Куславккара 1932 çулта çут тĕнчене килнĕ Борис Столяров та ăмăртнă. Атăлăн сылтăм çыранĕ хĕрринчи пысăках мар хулара вырăс ачи вăрах пурăнман, 30-мĕш çулсен варринче вĕсен çемйи Чул хулара тĕпленнĕ. Куславккара Борис Васильевичăн çывăх тăванĕсем паян та пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - 1966-1975 çулсенче 2-мĕш вăтам шкул директорĕнче, унтан çирĕм çула яхăн Куславкка район ĕçтăвком председателĕн çумĕнче вăй хунă хисеплĕ шур сухал Рудольф Константинович Малинин. Вăл каласа панă тăрăх - унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Горький хулинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне тăршшĕне сикессипе тата кĕске дистанцисенче яшсен тата юниорсен ушкăнĕсенче облаç чемпионĕ ятне темиçе хут çĕнсе илнĕ. 1951 çулта Б.Столяров вăтам шкула пĕтернĕ те пĕр училищĕре вĕренме пуçланă, çав çулсенче пушă вăхăтра тăтăшах хулари спорт комитечĕ çумĕнчи ăсталăха ÿстерекен çăмăл атлетсен ятарлă шкулне çÿренĕ. Тепĕр çулхинех Атăлçи çар округĕнче хĕсметре пулнă 20 çулти каччă 110 метра чăрмавсем урлă чупассипе çитĕннисен хушшинче Горький облаçĕн чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Борисăн спортри ăсталăхĕ Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ патшалăх физкультура институтĕнче вĕреннĕ çулсенче уйрăмах ÿснĕ. Çак аслă шкулта вăл пирĕн мухтавлă ентешпе Ардалион Игнатьевпа пĕрле вĕреннĕ.

60 çул ытларах каялла çăмăл атлетика енĕпе Киевра иртнĕ СССР чемпионатĕнче Ардалион Игнатьев 400 метра 46,1 çеккунтра вĕçлесе çĕр-шыв рекордне лайăхлатнă. Унăн тусĕ, 22 çулти Борис Столяров çав кунхинех 110 метрлă дистанцие барьерсем урлă чупассипе лайăх кăтартупа палăрнă - 14,5 çеккунт. СССР тата Украина чемпионне Евгений Буланчика пурĕ те 0,2 çеккунт выляса ярса виççĕмĕш вырăн йышăннă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Тепĕр çулхине Куславккара çуралса ÿснĕ Б.Столяров Украин каччине çур утăм выляса ярса СССР чемпионачĕн кĕмĕл медальне çĕнсе илнĕ. XVI Олимп вăййисен çулталăкĕнчи çĕр-шывăн чи яваплă чемпионатĕнче Столяровпа Буланчик пĕр пек вăхăт кăтартнă. Тепĕр икĕ уйăхран Мельбурнти ăмăртăва кайма кам путевка çĕнсе илнине тимлĕ судьясем татса панă - СССР чемпионачĕн хĕрлĕ хăйăвне чи малтан Борисăн кăкăрĕ çине çакнă.

1956 çулта Австралире иртнĕ Олимпиадăра Совет Союзĕн 283 спортсменĕ ăмăртнă. Вĕсенчен иккĕшĕ - Ардалион Игнатьевпа Борис Столяров - Чăваш Енре çуралса ÿснĕ. Маларах пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ: чăвашсен пирвайхи олимпиецĕ, Елчĕк районĕнчи спринтер 400 метра виççĕмĕш вĕçлесе Олимп вăййисен бронза медальне тивĕçнĕ. 24-ри Столяров та Мельбурнта лайăх ăмăртнă: малтанхи чупура дистанцие 14,3 çеккунтра вĕçлесе /СССР рекорчĕ/ виççĕмĕш вырăн йышăннă, çурма финалта иккĕмĕш пулнă, чи татăклă чупура вара - улттăмĕш.

Куславккан хисеплĕ çынни Р.Малинин пире пĕлтернĕ тăрăх - олимпиец тăван хулине юлашки хут 1970 çулсен пуçламăшĕнче хăнана килнĕ. Рудольф Константинович тăрăшнипе ун чухне 2-мĕш вăтам шкулта Б.Столярова халалласа спорт уявĕ йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра Борис Васильевич Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче пурăннă.

1960 çулсенче пирĕн республикăра ял хуçалăхĕпе экономика вăй илет, халăх пурнăçĕ палăрмаллах лайăхланать. Çур ĕмĕр каялла Чăваш Ен массăллă спорта малалла аталантарас тĕлĕшпе те пысăк çитĕнÿсем тăвать. 50-мĕш çулсенче республикăра пурĕ те пилĕк спорт шкулĕ ĕçленĕ пулсан çитес вунă çуллăхра вара хула-районсенче ачасемпе çамрăксен 13 спорт шкулĕ уçăлнă. Чăваш патшалăх педагогика тата ял хуçалăх институчĕсенче, Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче "Энергия", пир-авăр комбинатĕнче "Текстильщик", В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче "Волга", агрегат заводĕнче "Сталь" тата Канашри вакунсем юсакан заводра "Локомотив" спорт клубĕсем ĕçлеме пуçланă. Ăста спортсменсем хатĕрлес ĕçре вĕсем пĕр-пĕринпе тупăшни чăваш атлечĕсене Европа тата тĕнче шайне çĕкленме çителĕклĕ услови туса панă. Нумай-нумай çĕр-шывра А.В.Игнатьев олимпиецсăр пуçне ытти чăваш спортсменĕсене те паллама пуçланă. Пархатарлă çак ĕçре, паллах, Совет Союзĕнчи виççĕмĕш космонавт, пирĕн мухтавлă ентеш, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ А.Г.Николаев вышкайсăр пысăк тÿпе хывнă. 1960 çулччен пирĕн республикăра пурĕ те пилĕк спорт мастерĕ хатĕрленĕ тĕк çитес вунă çуллăхра вара СССР спорт мастерĕн нормативне чăвашăн 99 атлечĕ пурнăçланă. Вĕсенчен çиччĕшĕ - Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ парашютистка Мая Костина, Шупашкарти Геннадий Кузнецовпа Иван Дьяченко чушкăлла вылякансем /городки/, Георгий Николаев пистолетран тĕл перекен, Маргарита Мальстрем /Козлова/, Аполинария Владимирова тата Канаш хулинчи Дина Григорьева /Скворцова/ йĕлтĕрçĕсем "СССР хисеплĕ спорт мастерĕ" ята тивĕçнĕ. Вĕсем пурте, çавăн пекех И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн преподавателĕ Аркадий Улангин, Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Василий Семеновпа Никита Ларионов, Канаш хулинчи Юлия Зайцева /Кудряшова/, Вăрнар поселокĕнчи Маиса Кондрашкина, Шупашкарти тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсен преподавателĕсем Виталий Ивановпа Борис Михайлов /пурте çăмăл атлетика енĕпе/, ял хуçалăх институчĕн студенчĕ Валериан Соколовпа Валерий Уледеркин /бокс/, Вăрнар районĕнчи Айкăш ялĕнчен тухнă Виктор Андреев штангист, Шупашкарти Владимир Сергиевский шахматист, Орест Маркияновпа Илья Уркин кĕрешекенсем, Канашри Владимир Воронковпа Мария Воронина йĕлтĕрçĕсем тата ытти каччăпа хĕр СССР чемпионачĕсенче тата Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ турнирта çĕнтерсе ылтăн медальсене тивĕçнĕ.

45 çул ытларах каялла Чăваш Ен чапне Вăрмар районĕнчи Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтернĕ Валериан Соколов пуринчен те ытларах çĕкленĕ. Вăл - тĕнчипе чапа тухнă спортсмен, чăваш боксерĕсен шкулĕн пирвайхи чĕкеçĕ.

1968 çулхи кĕркунне варри. Инçетри Мехикăра уçăлнă XIX Олимп вăййисенче Совет Союзĕн чысне 313 спортсмен хÿтĕленĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - пирĕн ентеш: Валериан Соколов, Чăваш педагогика институчĕн студенчĕ, Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнчи Валерий Ярды велосипедист тата Çĕрпÿ районĕнче çуралнă, ачаранпах Эстонире пурăнакан Светлана Чиркова фехтовальщица.

Шупашкарти "Динамо" спорт çуртĕнче Геннадий Герасимов пултаруллă тренер ертсе пынипе ăсталăх пухнă, 22 çулти СССР чемпионĕ В.Соколов Мексикăн тĕп хулинче те çухалса кайман. Малтанхи тĕл пулусенче Валериан Эквадорти Рафаэль Ангуидианăна 3:2 шутпа çĕнтернĕ, Аслă Британи боксерне Майкл Картера пĕрремĕш раундрах нокдауна янă. Çурма финалта чăваш каччине хирĕç Ази чемпионĕ Эйдзи Мариока тухнă. Çапăçу виçĕ раунда тăсăлнă, анчах самурай йăхĕнчен тухнă японец вĕçне çитичченех çапăçнă, совет боксерĕ ăнсăртран такăнасса чăтаймасăр кĕтнĕ. Çак тĕл пулу чăваш каччи 5:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. Чи татăклă тĕл пулура Валериан Уганда боксерĕпе Эридади Мукванг негрпа тупăшать. Ун чухне залри пин-пин çын - вĕсенчен ытларахăшĕ хура ÿтлĕ çынсем пулнă - тĕреклĕ те чăрсăр африканец çĕнтерессе шаннă та, кĕтнĕ те. Анчах та СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн Г.Н.Герасимовăн вĕренекенĕ рингра парăнман. Юлашки тĕл пулура Валериан Соколов Уганда боксерне икĕ хутчен нокдауна ярать те рефери тÿрех хĕрсе кайнă çивĕч çапăçăва чарма сигнал парать. Çапла майпа Чăваш Енĕн атлечĕ пирĕн ентешсенчен чи малтан Олимп вăййисен чемпионĕн ятне çĕнсе илет.

1970 çулсенче те, каярахпа та мана В.С.Соколовпа темиçе хут тĕл пулма тивнĕ: Шупашкарта кăна мар, Мускавра, Хусанта, Вăрмар поселокĕнче, тăван ялĕнче тата ытти çĕрте. Вăл Олимп чемпионĕ кăна мар, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Çарĕн полковникĕ. 80-90-мĕш çулсенче çĕр-шыври Хĕç-пăшаллă вăйсен спорт клубĕн аслă тренерĕнче ĕçленĕ май чылай çул çамрăк боксерсене вĕрентрĕ, вĕсене пысăк ăмăртусене хатĕрлерĕ. Çулталăк каялла Пинерте хута кайнă икĕ хутлă капăр çĕнĕ шкул çурчĕ В.С.Соколов ячĕпе хисепленет. Шупашкарти Олимп резервĕсен спорт шкулне мухтавлă чемпион ятне панăранпа вунă çул иртрĕ.

Маларах палăртрăмăр ĕнтĕ: XIX Олимп вăййисенче Валерий Ярдыпа Светлана Чиркова та ăмăртнă. Вĕсем иккĕшĕ те Совет Союзĕн чысне 1972 çулта Мюнхенра иртнĕ ХХ Олимп вăййисенче те ăнăçлă хÿтĕленĕ. Германири шĕкĕр хулара, çавăн пекех 1970 çулсенче тĕнчери пысăк çитĕнÿсем тунă мухтавлă ентешсем çинчен хаçатăн çитес кăларăмĕсенче çырса кăтартăпăр.

Петр СИДОРОВ.

Юрий ПЛОТНИКОВПА автор

архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем

Рубрика: 

Новости по теме