Пысăк тÿпе хывнăшăн

5 Авăн, 2014

Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕ хăйĕн пуш уйăхĕнчи ларăвĕнче «Шупашкар хулишĕн хастар ĕçсем тунăшăн /«За заслуги перед городом Чебоксары»/ медалĕн положенине пĕр саслăн çирĕплетнĕ. Йышăну ака уйăхĕнче вăя кĕнĕ. Унпа тĕп хуламăрăн экономика аталанăвне тата социаллă пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн, муниципалитет программисене пурнăçлама хастар хутшăннăшăн, катастрофа инкекĕсене сирнĕ, пушар чухне кăтартнă паттăрлăхшăн, ыр кăмăллăх акцийĕсене ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн уйрăм çынна е коллектива чыслĕç.

Çĕнĕ наградăна çавăн пекех предпринимательлĕх пĕрлĕхĕнчи усламçăсем, ачасене пĕлÿ тата воспитани паракансем, сывлăх сиплевĕн ĕçченĕсем, общество хастарĕсем тата массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тивĕçме пултараççĕ. Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн яланхи комисси председателĕ Николай Владимиров шухăшĕпе пичет тата электрон кăларăмĕсен журналисчĕсем ăна хула аталанăвне тĕплĕ çутатнăшăн тата хула сумне ÿстернĕшĕн тивĕçме пултарĕç.

Наградăна кама парассине хула депутачĕсен Пухăвĕн президиумĕ йышăнать. Кандидатурăсене ĕç коллективĕсемпе общество организацийĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сĕнме ирĕк пур.

- Кун пек награда кирлине пурнăç хăй кăтартрĕ, - тет Николай Николаевич. - Вăл хула çыннисене хăй пурăнакан вырăна тата илемлĕрех, хулана тата хăватлăрах тума хавхалантарĕ. Халĕччен хастар ĕçшĕн хавхалантарма пирĕн виçĕ чыслав - «Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ», хула депутачĕсен Пухăвĕн Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ - пулнă. Медаль хăйĕн статусĕпе «Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят хыççăн иккĕмĕш пулĕ. Сăмах май, награда комиссийĕ çулталăкра пĕрре мар, наградăлама ыйтса çырнă хутсем килнĕ хыççăн пухăнса ыйтăва татса парĕ.

Медаль хатĕрлеме ирттернĕ конкурса 9 ăстаран 21 ĕç килнĕ. Çивĕч тупăшура Раççей Художниксен союзĕн членĕн Владислав Николаев ювелир-художникăн, медальерăн, геральдистăн эскизĕ çĕнтернĕ. Сăмах май, вăл ăсталанă «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» Мухтав паллипе тивĕçнисене чыслаççĕ те ĕнтĕ.

Юрий СТЕПАНОВ