Хăрушлăхсăр электричество

5 Авăн, 2014

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн тÿрех Шупашкарти 41-мĕш вăтам шкулта 2 "А" тата "Б" классенче вĕренекенсемшĕн интереслĕ тата çĕнĕ пĕлÿпе пуян тепĕр кун пулчĕ. Ытлари кун унта хăнана энергетиксем - "Атăл çинчи МРСК" АУОн /"Россети" АУО компанисен ушкăнне кĕрет/ "Чăвашэнерго" филиалĕн ĕçченĕсем - килчĕç, электричество хăрушсăрлăхĕн урокне йĕркелерĕç. Тата тепĕр пĕлÿ кунĕ пулчĕ теме те юрать - электричество сĕмĕллĕ пĕлÿ кунĕ.

Хăнасем пушă алăпа килмен. Ачасене, сăмахран, диэлектричество боти тĕлĕнтерчĕ - 2-мĕш класра вĕренекенсенчен пĕри, ăна тăхăнса пăхнăскер, калашле, "питĕ йывăр атă - ăна тăхăнсан чупса çÿреймĕн". Çак атăпа, энергетиксем ача-пăчана паллаштарнă ытти амуниципе электромонтерсем ток çапас хăрушлăхпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă чух усă кураççĕ.

Анчах хăрушсăрлăх пирки энергокомпани ĕçченĕсен кăна асра тытмалла мар. Çынсем киловатсем кÿрекен ырлăха хăнăхса çитнĕ те - вĕсемпе усă курнă май асăрханмаллине манни те час-часах пулать. Темпе те кăсăкланакан ачасен вара "электричество вăрттăнлăхĕсемпе" интересленес туртăм пĕчĕкренех çуралать - пĕтĕмпех тытса, сÿтсе пăхасшăн. Çавăнпа вĕсене кунашкал "сăнавсенчен" сыхланма хăнăхтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă мĕншĕн электричество çут ĕçĕн занятийĕсем кирлĕ - шăпăрлансем электричествăпа усă курнă чухнехи хăрушсăрлăхăн ансат правилисене пăхăнччăр. Шăпах вĕсене сеть компанийĕн представителĕсем çакнашкал уроксенче вĕрентме тăрăшаççĕ.

2-мĕш класра физикăна тĕпчемеççĕ-ха, çавăнпа та ачасем напряжени, ток вăйĕ пирки пĕлмеççĕ. Çав шутра электричество хăрушлăх кÿнине те тавçăрмаççĕ. Энергетиксен шкул ачисемпе ĕçленин опычĕ пысăк, кĕçĕн классем валли вĕренĕвĕн вăйă формисене суйласа илнĕ. Никам та тунсăхламарĕ. Электричество темипе çыхăннă конкурс чăннипех "шавлă" пулчĕ. Хăнасем панă ыйтусенчен нумайăшне пĕчĕкскерсем тĕрĕс хуравлани савăнтарчĕ: нумайăшĕ электричествăна электростанцисенче туса кăларнине, вăл проводсем тăрăх подстанцисене килнине пĕлеççĕ, унтан вара - "пирĕн телевизорсемпе компьютерсене!"

Анчах асăрханусăр пулсан хваттерсемпе урамсене çутатакан, пире апат пĕçерме, япала çума тата ытти нумай енĕпе пулăшакан çак тус хăрушă тăшмана та çаврăнма пултарать! Унăн тĕсĕ те, шăрши те çук - вăл пачах курăнмасть, çавна май хăрушă электроток тыткăнне лекесрен сыхланса правилăсене пăхăнмалла. Вĕсене çирĕплетме хăнасем парнеленĕ ятарлă брошюрăсемпе памяткăсем, çавăн пекех "Атăл çинчи МРСК" АУОра ятарласа хатĕрленĕ видеороликсем пулăшрĕç.

Ачасем электричество шывпа тĕл пулсан уйрăмах хăрушшине пĕлсе тĕлĕнчĕç. Шыв тока питĕ лайăх ярать, çавăнпа электроприборсене йĕпе алăпа тытма, вĕсемпе ваннăра усă курма юрамасть. "Акă мĕншĕн нÿрлĕ япалапа тусан шăлас умĕн анне яланах телевизора чарма хушать иккен!"

Çакнашкал "юрамастьсем" вара - вăрăм список: розеткăна ют япаласем чикме, микрохумлă кăмакана металл савăт лартма, ЛЭП айĕнче пулă тытма, татăлса аннă проводсем патне çывхарма, аслати вăхăтĕнче йывăç айĕнче тăма, пĕр розеткăнах нумай электроприбор чикме юрамасть - унсăрăн электросете йывăр килнине кура вăл тивсе кайса пушар тухасси те часах. "Çавăн пекех электричество будкисене кĕме те юрамасть - унта сана ток çапма пултарать, - çак тĕл пулура илнĕ çĕнĕ пĕлÿпе усă курса корреспондентпа калаçнă май списока малалла тăсрĕ 2 "Б" класра вĕренекен Мила Пронина. - Урок килĕшрĕ - питĕ интереслĕ. Пурте электрохăрушсăрлăх правилисене уясан, никам та инкеке лекмесен мĕнле лайăхчĕ!"

Ачасен класс ертÿçисем Луиза Красновăпа Ольга Куланова та энергетиксене тав турĕç. "Чăвашэнерго" филиал представителĕсем пирĕн вĕренекенсене электрохăрушсăрлăх правилисем çинчен интереслĕ те ăнланмалла каласа пачĕç, - терĕç педагогсем. - Ку урокра пĕлмелли нумай, вăл питĕ усăллă, ачасем паян илнĕ пĕлÿ вĕсене пурнăçра кирлĕ пуласси иккĕлентермест".

Урок вĕçленчĕ, анчах ачасем суранланасран сыхланассипе çыхăннă анлă ĕç кунпа вĕçленмест. Ăна "Россети" АУО пуçарнă программăпа килĕшÿллĕн "Атăл çинчи МРСК" АУО ĕçченĕсем куллен пурнăçлаççĕ. Ют çынсем "Атăл çинчи МРСК" АУО объекчĕсенче суранланассипе çыхăннă хăрушсăрлăха чакармалли мероприятисен планне тĕпе хурса энергетиксем шкул ачисемпе йĕркелекен çакнашкал тĕл пулусем йăлана кĕнĕ - вĕсене малалла тăсĕç.

Тепĕр тесен çак уроксем - ачасемпе çыхăннă пысăк ĕçĕн пĕр енĕ кăна. Чăваш энергетикĕсем усă куракан мелсем, сăмахран, чăннипех анлă. Вĕсенчен пĕри - республикăри ачасен "Тетте" журналĕнче тытса пыракан ятарлă страница. Унта "Чăвашэнерго" "Хăрушлăхсăр электричество" темăпа ÿкерчĕксен, сочиненисен тата сăвăсен пултарулăх конкурсне ирттересси çинчен те пĕлтерчĕ. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче 1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Ĕçсене чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ, 7 хут, "Тетте" журнал редакцийĕ. Кашни номинацире çĕнтерÿçĕсене энергетиксен парнисем кĕтеççĕ.

Çак ĕç электричество çапнипе çыхăннă инкексенчен сыхланмалли витĕмлĕ профилактика мери пулни тĕлĕшпе "Чăвашэнергора" пĕртте иккĕленмеççĕ. Çынсен çăмăлттайлăхĕ электричествăна ырăран усала ан çавăртăр. Паллах, пĕтĕм хăрушлăха сиреймĕн, çапах, энергетиксен шухăшĕпе, сăмах ачасем пирки пынă чух май пуррине пĕтĕмпех тумалла. Тĕллев çине тăрса ĕçленине тÿрре кăларать теççĕ вĕт.

 

Николай КОНОВАЛОВ