Çĕнĕлĕхсене савăнса йышăнмалла

5 Авăн, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă И.Ермолаев ветеран, кăçалхи çурла уйăхĕнче 95 çул тултарнăскер, пурнăçра хура-шурне пайтах курнă пулин те кашни çутă куна тулли кăмăлпа кĕтсе илет. Вăл Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Етĕрне хулинче пурăнать. Етĕрнере сĕт-çу завод пуçлăхĕнче ĕçленĕ, çăкăр пĕçерекенсен коллективне ертсе пынă.

Фронтра - разведчик. Украина иккĕмĕш тата Воронеж фрончĕсенче тăшманпа çапăçнă. Чылай хулапа яла ирĕке кăларма хутшăннă, Германие çитнĕ. Хаяр вăрçă çулĕсене паян та пăлханса аса илет ветеран /сăн ÿкерчĕкре/. Сăмах май, çак кунсенче Чăваш патшалăх телерадиокомпани ĕçченĕсем - Алена Алексеева тележурналистпа Сергей Мышев оператор "Аса ил-ха, салтак!" кăларăм валли тĕрленчĕк хатĕрлерĕç.

Иван Васильевича ниепле те ватă тесе калас килмест. Чунпа çамрăк вăл. Çавăнпа нумай пурăнать те. Хамăр çĕр-шывра, Украинăра, республикăра тата районта мĕн пулса иртнипе интересленсех тăрать, пăшăрханать, хак парать. Çамрăк чухне "Хыпар" тата "Советская Чувашия" хаçатсене статьясем çырнă.

- Çĕнĕлĕхсене эпир савăнса йышăнма пĕлместпĕр. Ас тăватăр-и, Андрей Лукин предприниматель Етĕрнере "Чайка" лавкка территорине пысăклатса ун умĕнче тротуар тума палăртнине пирĕн халăх епле йышăнчĕ? Халĕ савăнса пĕтерейместпĕр, çумăр çусан та пĕр йĕпенмесĕр лавккана кĕме пулать. Пуриншĕн те çÿреме меллĕ, таса та хитре, - тет Иван Васильевич. Хула илемленсе пынишĕн унта пурăнакансен савăнма пĕлмелле тесе шухăшлать ветеран. Уйрăмах вăл кăçал Хресчен урамĕнчи 8-мĕш çурт умĕнчи /хăй çавăнта пурăнать/ çула "Стройтранс" пĕрлĕхĕнче тăрăшакансем тĕпрен çĕнетсе юсанипе кăмăллă. Нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнчи лаптăксене чылайранпа юсаман, çавăнпа вĕсем ванса-çĕмрĕлсе пĕтнĕ. "Тинех машинăсене лартма та вырăн пур, ача-пăчана выляма та", - тет вăл.

Етĕрне хула пуçлăхĕ А.Агаков пĕлтернĕ тăрăх - асăннă ĕçсене пурнăçлама кăçал республика бюджетĕнчен 1 млн та 848 пин тенкĕ уйăрнă, хула бюджетĕнчен - 464 пин. Мĕн палăртнине йăлтах пурнăçланă, Октябре - 50 çул урамри 88, 90 çуртсем умĕнчи тата К.Маркс урамĕнчи 111 тата 111 а çуртсем çумĕнчи лаптăксене çĕнетнĕ.

Çак кунсенче унта пурăнакансем Етĕрне хули 524 çул тултарнине уявланă. Хула кунĕ умĕн çавăн пекех Ленин тата Калинин урамĕсенчи çулсене лаптăкăн-лаптăкăн юсанă. Кунсăр пуçне кăçал Етĕрнери прокуратура патне каймалли çула та тĕпрен çĕнетнĕ.

Етĕрне хулине илемлĕ тăвасси вара унта пурăнакан кашни çынран килет. Нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнче çулĕсене çĕнетрĕç-ха, анчах та унта чечексем ÿсмеççĕ. Сăмах май, балкон çинче те илемлĕх тĕнчи тума пулать. Шел, ун пек илеме туякан Етĕрнере хальлĕхе сахалтарах.

Лилия ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ