Юрий ПЛОТНИКОВ: «Эпĕ кашни кун çул çинче»

16 Авăн, 2014

Спорт журналистикин шур сухалĕ 80 çулхи юбилейне уявлать

Ĕç пÿлĕмĕнчи телефон шăнкăравланипе трубкăна алла тытатăп: «Салам, Спорт министерстви-и ку? Сирĕнпе Капелло сăмахлать. Мĕнле пурăнатăр?» - илтĕнет çирĕп те янăравлă сасă. Çапла пуçлать калаçăва манпа «Хыпар» хаçатăн чи çывăх тусĕ Юрий Диомидович Плотников. «Шÿтлеме юратакан çын чунпа çамрăк, кун-çулĕ те вăрăм пулĕ», - аса килчĕ асатте калани. Паллă журналист сакăр теçетке çула çитнине хамăн та ĕненес килмест: яланах вăр-вар та хастар, пултаруллă та ĕçчен, сапăр чĕлхеллĕ те кашни пулăма асра тытать - манăн умра ĕнер кăна тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионер тăнăн туйăнать.

80 çулти ватă картишре уçăлса çÿрет тăк пирĕн герой вара кашни кун çул çинче: ялтан Шупашкара çитмелле-çке. Унăн хайлавĕсене темиçе хаçат-журнал редакцийĕ кĕтет, ăмăртусене те пĕр сиктермесĕр çÿреме тăрăшать. Кĕнеке те кăлармалла, тĕрлĕ тĕл пулăва васкамалла - ялан ĕçре. Чылай çул «Почтовый экспресс» хаçатпа, чăваш халăхĕн чи сумлă кăларăмĕпе «Хыпарпа» çыхăну тытать, 2011 çулта тухма пуçланă «Спортивная панорама Чувашии» журнал та унсăрăн кун çути курмасть.

Хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнăскере Чăваш Енри кашни спортсмен, кашни тренер пĕлет ахăртнех, республика хăнисем те паллаççĕ сумлă ветерана - çĕр-шыв, Европа тата тĕнче шайĕнчи чи пысăк ăмăртусенче /Шупашкарта иртекеннисенче паллах/ курма пулать-çке Юрий Диомидовича. Çавăнпах республикăри спорт кун-çулне унран лайăх пĕлекен çук тесен те йăнăш пулмĕ. Сумлă журналист вулакана «Лыжня - для всех», «Олимпиада Иванова», «Вĕлкĕштĕр Олимп ялавĕ», «Василий Семенов», «Старт дает газета» тата ытти кĕнеке парнеленĕ.

Юрий Плотников çамрăкранах спортпа туслă. Шкулта унран хăвăрт чупакан пулман. Чи малтанхи пысăк çитĕнÿсем те спорт çулĕ çине тăма хавхалантарнă ахăртнех. Çĕрпÿре иртнĕ район ăмăртăвĕнче 400 метрлă дистанцие чи малтан вĕçлесе пирвайхи наградăна тивĕçнĕскер 18 çултах Шупашкарти стадионта пĕрремĕш старта тухнă. Çĕрпÿри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ чухне вара каччă чăрмавсем урлă чупассипе республика рекордне çĕнетнĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрсен те спортран пăрăнман: Поликарп Петухов преподаватель патне ăсталăха туптама çÿренĕ. Çак тапхăрта студент аслă шкул, факультет, хула тата республика чысне вун-вун ăмăртура хÿтĕленĕ, паян унăн килĕнче упранакан чылай награда - чи хаклă пуянлăх. Чăваш Енри çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин йышĕнче пулас филолог Мускавра иртнĕ çĕр-шыв чемпионатне те хутшăннă, унта вăл Ардалион Игнатьевпа, Расых Бикчуринпа тата Расых Камалетдиновпа пĕрле эстафетăра тупăшнă. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă чухне те Юрий Плотников салтак чи пултаруллă спортсмен пулнă: дивизи чемпионĕн ятне те тивĕçнĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан кĕçĕн сержант Çĕрпÿри професси-техника шкулне ĕçлеме вырнаçнă. Каярах спортпа туслă калем ăстине «Молодой коммунист» хаçат редакцине чĕнсе илнĕ. Çав тапхăртан пуçланнă та ĕнтĕ Юрий Диомидовичăн журналистикăри ĕçĕ-хĕлĕ. Республикăри телестудире, «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавĕ» /халĕ - «Хыпар»/, «Чăваш Ен» хаçатсенче те ĕçленĕ вăл. Унăн телеочеркĕсемпе кăларăмĕсем, кăсăклă статйисемпе хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ район-хулара иртекен ăмăртусем çинчен хыпарланă, чăваш спортсменĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ Мая Костина, Валерий Ярды, Валериан Соколов, Ардалион Соколов çинчен хатĕрленĕ телекăларăмĕсем халĕ те унăн асĕнчех. Унăн статйисем «Советский спорт» хаçатра та кун çути курнă.

«Лар, аннеçĕм, юнашар...» Çак юрра мĕншĕн аса илтĕм-ха? Ахальтен мар паллах. Халăхра анлă сарăлнă юрă сăмахĕсен авторĕ те Юрий Диомидович. Спортсмен, журналист кăна мар - сăвăç та. Филипп Лукин, Аристарх Орлов-Шуçăм, Герман Лебедев, Александр Сергеев тата ытти паллă композитор унăн илемлĕ хайлавĕсене юрă валли суйласа илнĕ. Пĕрремĕш юрра вара - «Чи телейли» ятлăскере - А.Сергеевпа пĕрле 1964 çултах çырнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем чи паллисем шутланнă. Паян та вĕсене аслă ăрурисем юратса итлеççĕ.

Спорт ветеранĕ - республикăра йĕркеленĕ чылай конкурс çĕнтерÿçи, вăл халĕ те спорт журналисчĕсен йышĕнче чи пултарулли. Тĕрлĕ çулта тивĕçнĕ Хисеп хучĕсемпе парнесем ăна савăнăçлă та интереслĕ вăхăта аса илтереççĕ. Нумаях пулмасть Юрий Плотников тепĕр наградăна тивĕçнĕ: РФ Олимп комитечĕ «Раççейри Олимп юхăмне аталантарас енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп паллипе чысланă.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: 
Теги: