"Чунран, хисеплесе"

16 Авăн, 2014

Çак ятпа республикăри тĕрлĕ районпа хулара ятарлă акци старт илнĕ. Ăна "Кĕр парни" уйăхлăх вăхăтĕнче ватă çынсемпе инвалидсене пасарсенче туяннă пахча çимĕçе киле çитерме пулăшас тĕллевпе пуçарнă.

Акцие волонтерсем, çамрăксемпе студентсем, хастар та ырă чун-чĕреллĕ çынсем хутшăнаççĕ. Акă Шупашкарти Калинин районĕнче те ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Район администрацийĕн суту-илÿ секторĕпе Çамрăксен правительстви йĕркеленипе пурнăçланакан мероприяти кунран кун вăй илет. Акцирен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем те айккинче юлман: вĕсем "Николаевский" суту-илÿ комплексĕнче темиçе кун вăй хунă, 163 çынна пулăшнă.

Е.АНДРЕЕВ.

Рубрика: 
Автор: