Йывăçран - вăрман патши

23 Авăн, 2014

Çĕнĕ Шупашкарта бензопăчăкăпа йывăçран тем те пĕр касса кăларакансен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие Хула кунне халалланă.

Унта Раççейри, Беларуçри, Казахстанри, Украинăри тата Германири паллă вунă ăста пухăннă. Конкурс химиксен хулинчи историпе ÿнер музейĕ умĕнче 3 куна тăсăлнă. Çак тапхăрта конкурсантсем çĕнĕ экологи сукмакĕ валли йывăçран 30 скульптура хатĕрленĕ. Экологи сукмакĕ çитес вăхăтра "Тĕкĕрç кати" культурăпа кану паркĕнче уçăлмалла. Конкурсра пур номинацире те Украинăран килнĕ Сергей Дышлевой çĕнтернĕ. Вăл йывăçран вăрман патшине касса кăларнă. Пуртăпа çыхăнтарнă композици те питĕ хăйне евĕр пулса тухнă. Ĕç хатерĕ çине кайăк тата вĕллене сĕткен йăтакан пыл хурчĕ пырса ларнă... Чăваш Енри Александр Иванов икĕ хутчен те кĕмĕл призер пулнă. Мурманск облаçĕнчен килнĕ Сергей Люктюхин вара "бронзăна" икĕ хутчен тивĕçнĕ. Пĕртен пĕр хĕрарăм - Краснодар крайĕнчен килнĕ Анастасия Каминская - Шупашкар ГЭСĕ прдприятирен ятарлă парнене тивĕçнĕ.

Р.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: