Анапăран çĕнтерÿпе таврăннă

23 Авăн, 2014

Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Никита Александров çар искусствисем енĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен VII уçă вăййисенче 1-мĕш вырăн йышăннă. Ăмăртусем Анапа хулинче иртнĕ.

Чăваш Ен чысне Никитăпа пĕрле асăннă районти Мулакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, 16 çулти Денис Павлов та хÿтĕленĕ. Вăл Анапăра 3-мĕш вырăн йышăннă. Арçын ачасем пĕчĕкренех спортпа туслă. Дениса РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Леонид Павлов ăсталăха ÿстерме пулăшать. Никитăна вара ăмăртусене Геннадий Егоров хатĕрленĕ. Сăмах май, арçын ачана кикбоксинг енĕпе малтанхи утăмсем тума пуçласанах республикăри паллă тренерсем унăн малашлăхĕ ăнăçлă пулассине шаннă. Турă панă талантпа пĕрлех вăл çирĕп характерлă пулнипе те палăрать.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: