Тĕп парнене тивĕçнĕ

23 Авăн, 2014

Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ салючĕсем" фестиваль гран-прине çĕнсе илнĕ.

Федерацин Атăлçи тата Урал окургĕсенчи коллективсен тупăшăвĕ Пермь хулинче иртнĕ. Унта Шупашкарти, Екатеринбургри, Челябинскри, Хусанти, Ижевскри, Самарти, Эрĕнпурти, Йошкар-Олари, Пензăри, Чĕмпĕрти тата ытти хулари пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Тĕрлĕ жанр артисчĕсем, наци театрĕсем, цирк студийĕсем - пĕтĕмпе пин ытла çын - халăх пултарулăх çурчĕн сцени çинче пултарулăхне кăтартнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 70 çул çитнине халалланă фестивале РФ культура министерстви тата Раççей çар-истори обществи пулăшнипе йĕркеленĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнчен пуçласа 2015 çулхи çу уйăхĕччен фестивалĕн регион тапхăрĕсем герой хуласенче, çар мухтавĕн тата тыл паттăрлăхĕн хулисенче ирттереççĕ. Атăлçи тата Урал округĕсен тапхăрĕ Пермь хулинче пулнă. Атăлçи округĕн гран-прине Чăваш Енри коллективсем çĕнсе илнĕ. Урал округĕн тĕп парнине Екатеринбург ăстисем тивĕçнĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: