Новости по теме

28 Утă, 2022

Шупашкарти çулсем çине лазер хатĕрĕллĕ куçса çӳрекен лаборатори тухать

Вăл тин çеç сарнă асфальта та, кивелсе пăсăлнине те тĕрĕслĕ.

Ку лаборатори чи пĕчĕк кăлтăксене те асăрхамасăр хăвармĕ. Машинăн урапи хыçĕнче вырнаçнă ятарлă датчиксем компьютер çине сигнал ярса тăрĕç. Çапла майпа кашни обьектăн характеристикине хатĕрлеме пулĕ. Палăртмалла: куçса çӳрекен лаборатори Шупашкарти 170 çул обьектне тĕрĕслĕ. Ку юсав планне кĕртмелли магистральсене пĕлме пулăшĕ.

www.hypar.ru

28 Утă, 2022

Вырма пуçланнă

Чăваш Енре пăрçа вырса илес тапхăр пуçланнă. Чи малтан ку ĕçе Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăх пуçăннă.

Пăрçан «Ульяновец» сортне 60 гектар лаптăк çинче ӳстернĕ. Пĕтĕмпе кунта 1000 гектар лаптăк çинче тыр-пул туса илеççĕ. Хуçалăх ертӳçи Валерий Падуев палăртнă тăрăх, вырма ĕçне пĕтĕмпе 3 комбайн тата «КСУ-1» машина хутшăнмалла. Çав вăхăтрах хуçалăхра кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес ĕç те пырать. Унсăр пуçне хĕл валли хальлĕхе 1300 тонна сенаж тата 107 тонна утă хатĕрленĕ.

27 Утă, 2022

Вырăнти влаçсенчен ыйтмалла

«Канаш çулĕ çинчи нумай хваттерлĕ çуртра электричествăпа усă кураççĕ, газ çук — асăннă программăна кĕме пулать-и?» – «Контактра» «Чăваш Республики» ушкăнра ирттернĕ тÿрĕ эфира çакнашкал ыйтупа тухрĕç паян Елчĕк çыннисем. «Газпром газораспределение Чебоксары» АО гендиректорĕн пĕрремĕш заместителĕ — тĕп инженерĕ Виталий Семенов мĕнле хуравлани райцентрта пурăнакансене савăнтармарĕ.

27 Утă, 2022

Газ кĕртме мĕн кирлĕ?

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çут çанталăк газĕн пĕр кубометрĕшĕн уйрăм çынсем 6,23 тенкĕ тӳлеççĕ. Çак ырлăхпа усă курас текенсен ыйту нумай – вĕсенчен чылайăшне паян «Контактра» «Чăваш Республики» ушкăнра йĕркеленĕ тӳрĕ эфирта çĕклерĕç. Калăпăр, газ пăрăхĕ дача çумĕпех, 15 метрта, иртет — дачăна газ кĕртме пулать-и?

27 Утă, 2022

Пирĕн килте вара — газ!

Газ кĕртсе пĕтермелли программăна камсем хутшăнма пултараççĕ, ку енĕпе мĕнле çăмăллăхсем пур? Çак тата ытти ыйтăва «Контактри» «Чăваш Республики» ушкăнра йĕркеленĕ тӳрĕ эфирта «Газпром газораспределение Чебоксары» АО гендиректорĕн пĕрремĕш заместителĕ — тĕп инженерĕ Виталий Семенов тата ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин газпа тивĕçтерекен сферăри хаксене йĕркелекен секторĕн заведующийĕ Марина Антонова хуравларĕç.

27 Утă, 2022

Халь пуçлăхсене должноçран хăтармалли йĕрке те пур

Министрсен Кабинечĕ юнкун республикăн пĕр саккунне, Правительствăн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕ, ытти ыйтăва тишкерчĕ.

25 Утă, 2022

Çулла çуна хатĕрлеме хушнă

Котельнăйсене, сетьсемпе станцисене çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене республикăра вăтамран 59,9% пурнăçланă. Çак кăтартăва ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе ирттернĕ канашлура строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов пĕлтерчĕ.

21 Утă, 2022

Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче пурăнакансене урамри асфальт çула хăçан юсасси кăсăклантарать

Ыйтăва паян Красноармейски муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев тÿрĕ эфир вăхăтĕнче хуравларĕ.

Çак çула, Борис Клементьев палăртнă тăрăх, ку тăрăхри колхоз вăйлă ĕçленĕ çулсенче сарнă. Унтанпа 40 çул ытла иртнĕ — пĕрре те тĕпрен юсаман, шăтăксене кăна саплăкланă. Кăçал тин çак çула юсама черет çитнĕ.

Pages