Вырăнти влаçсенчен ыйтмалла

27 Утă, 2022

«Канаш çулĕ çинчи нумай хваттерлĕ çуртра электричествăпа усă кураççĕ, газ çук — асăннă программăна кĕме пулать-и?» – «Контактра» «Чăваш Республики» ушкăнра ирттернĕ тÿрĕ эфира çакнашкал ыйтупа тухрĕç паян Елчĕк çыннисем. «Газпром газораспределение Чебоксары» АО гендиректорĕн пĕрремĕш заместителĕ — тĕп инженерĕ Виталий Семенов мĕнле хуравлани райцентрта пурăнакансене савăнтармарĕ.

Газ кĕртессине вĕçлемелли программăпа пурăнмалли уйрăм çуртпа пĕрле мунчана, гаража, теплицăна та газпа хутса ăштмалла тума пулать. Анчах ку программа — нумай хваттерлĕ çуртсем валли мар. Елчĕксен тĕслĕхĕнче çынсен муниципалитетран пулăшу ыйтмалла ĕнтĕ — ыйтăва вырăнти влаçсемпе татса памалла. Пĕр-пĕрин çумне тĕртсе тунă çуртсене газ кĕртме пулать. Е тата — çурт темиçе çын харпăрлăхĕнче пулсан мĕн тумалла? Газовиксен практикинче кунашкалли пулнă — çак услови те газ кĕртмешкĕн чăрмав мар. Хуçасенчен пĕри заявка парать, ыттисенчен газ кĕртмешкĕн килĕшни кирлĕ.

Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисем газ кĕртессине вĕçлемелли программăна такăнтармĕç-и? - çак ыйту та хуравсăр юлмарĕ. Виталий Семенов çирĕплетсех каларĕ: «Санкцисем маларахах пулнă, Украинăри çар операцийĕ пуçлансан вĕсем «хаярланчĕç» кăна. Газификацие вĕçлессине вĕсем витĕм кӳмĕç. Мĕншĕн тесен ку ĕç валли усă куракан пĕтĕм материал, оборудовани — йăлтах хамăр çĕршывра туса кăларни».

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май вăл темиçе цифра асăнчĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра граждансенчен газ кĕртессине вĕçлемешкĕн пĕтĕмпе 4,5 пин ытла заявка йышăннă. Вĕсенчен 2236-шне пурнăçланă. Çав шутран 1 пине яхăн çуртра газпа усă кураççĕ те ĕнтĕ. «Газ кĕртсе пама ыйтса заявка панисене çулталăк вĕçĕччен пурне те сенкер топливăпа тивĕçтерĕпĕр», — шантарсах каларĕ тĕп инженер.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас