Газ кĕртме мĕн кирлĕ?
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çут çанталăк газĕн пĕр кубометрĕшĕн уйрăм çынсем 6,23 тенкĕ тӳлеççĕ. Çак ырлăхпа усă курас текенсен ыйту нумай – вĕсенчен чылайăшне паян «Контактра» «Чăваш Республики» ушкăнра йĕркеленĕ тӳрĕ эфирта çĕклерĕç. Калăпăр, газ пăрăхĕ дача çумĕпех, 15 метрта, иртет — дачăна газ кĕртме пулать-и? «Газпром газораспределение Чебоксары» АО гендиректорĕн пĕрремĕш заместителĕ — тĕп инженерĕ Виталий Семенов ăнлантарнă тăрăх, дачăна сенкер топливăпа тивĕçтерме нимĕн те чăрмантармасть, анчах газ кĕртессине вĕçлемелли программăпа килĕшӳллĕн тӳлевсĕр газ пăрăхĕ сад юлташлăхĕн чиккине кăна çитĕ. Малалли — пахчаçăсен хăйсен шучĕпе.
Мĕнле документсем кирлĕ? Завкăпа пĕрле паспорт, ИНН, СНИЛС копийĕсене памалла. Паллах, çĕр лаптăкĕ харпăрлăхра пулнине çирĕплетекен документ кирлĕ. Ситуаци планĕ пирки калас тăк — унччен ăна вырăнти администрацирен илме тивнĕ, халь хăвăрăн çĕр лаптăкне кăтартакан ӳкерчĕк-схемăна интернетран пичетлесе илни те çителĕклĕ.
Тата — çурта харпăрлăха регистрациленине çирĕплетекен документ. Урăхла каласан, çĕнĕ çурт тунă, анчах ăна регистрацилемен тĕк — унăн хуçи газ кĕртессине вĕçлемелли программăна хутшăнаймĕ. «Çĕнĕ çурт çĕкленĕ çынсене строительствăна оперативлă вĕçлеме, пӳрте регистрацилеме сĕнетĕп — çакăн хыççăн тин газ кĕртме пулĕ», — терĕ Виталий Михайлович. Çăмăллăхсăр йĕркепе — çурта технологи енĕпе çыхăнтарса — газ кĕртнĕ чухне юлашкинчен асăннă требовани вăйра мар, ку тĕслĕхре вара йĕрке çирĕпрех.
Газ кĕртмешкĕн çурт-йĕре мĕнле хатĕрлемелли пирки те сăмах пулчĕ. Кунта та условисем çирĕп. Газ оборудованийĕ вырнаçтаракан пӳлĕмĕн мачча çӳллĕшĕ 2,5 метртан кая мар пулмалла. Калăпăр, 2 комфоркăллă газ плити кăна тăк — пӳлĕм 8 кубометртан кая мар кирлĕ. 3 комфорка — 12 кубометртан, 4 комфорка – 15 кубометртан сахал мар. Чӳречепе вентиляци те пулмаллах.