Пирĕн килте вара — газ!

27 Утă, 2022

Газ кĕртсе пĕтермелли программăна камсем хутшăнма пултараççĕ, ку енĕпе мĕнле çăмăллăхсем пур? Çак тата ытти ыйтăва «Контактри» «Чăваш Республики» ушкăнра йĕркеленĕ тӳрĕ эфирта «Газпром газораспределение Чебоксары» АО гендиректорĕн пĕрремĕш заместителĕ — тĕп инженерĕ Виталий Семенов тата ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин газпа тивĕçтерекен сферăри хаксене йĕркелекен секторĕн заведующийĕ Марина Антонова хуравларĕç.

Газ кĕртессине вĕçлемелли программăна Владимир Путин Президент хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă хушупа килĕшӳллĕн 2021 çулта йышăннă. Виталий Семенов палăртнă тăрăх, сăмах газ кĕртнĕ ял-поселокри пурăнмалли çуртсене газпа тивĕçтерессине вĕçлесси пирки пырать: «Енчен те газ кĕртнĕ ялта пурăнатăр, анчах сенкер топливăпа усă курмастăр пулсан — газ кĕртсе памашкăн хăюллăнах ыйтма пултаратăр». Ку тӳлевсĕр пулать. Газпа тивĕçтерекен организаци газ пăрăхне кил-хуçалăх чикки таран хăйĕн шучĕпе илсе çитерĕ. Малалли вара — проект тăвасси, пăрăха пахча е картиш урлă пӳрте кĕртесси, оборудовани монтажĕ, кăмака-счетчик, ыттине туянасси — пулас потребитель шучĕпе.

Чăн та, хăш-пĕр категорин çăмăллăх пур. Марина Антонова вĕсен шутĕнче тыл ĕçченĕсене, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, вăрçă ачисене, инвалидсене тата инвалид ачаллă çемьесене, сахал тупăшлă çемьесене, Украинăри ятарлă операцие хутшăннисен çемйисене асăнчĕ. Вĕсен газ кĕртме туяннă оборудовани тăкакĕсен пĕр пайне патшалăх саплаштарать. Çак çăмăллăхпа тивĕçтерме пурăнакан вырăнти социаллă хӳтлĕх пайĕсенчен ыйтмалла.

Асăннă программăпа газ кĕртме ыйтса çыракан заявкăсене паян республикăра 51 вырăнта йышăнаççĕ: «Газпром газораспределение» филиалĕсенче, газ участокĕсенче, абонент пункчĕсенче. Çавăн пекех Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă та ыйтса çырма пулать. Халь заявкăсене нумай функциллĕ центрсенче те йышăнма пуçлас ыйтăва тишкереççĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас