Комментари хушас

21 Утă, 2022

Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче пурăнакансене урамри асфальт çула хăçан юсасси кăсăклантарать

Ыйтăва паян Красноармейски муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев тÿрĕ эфир вăхăтĕнче хуравларĕ.

Çак çула, Борис Клементьев палăртнă тăрăх, ку тăрăхри колхоз вăйлă ĕçленĕ çулсенче сарнă. Унтанпа 40 çул ытла иртнĕ — пĕрре те тĕпрен юсаман, шăтăксене кăна саплăкланă. Кăçал тин çак çула юсама черет çитнĕ.

«Подрядчик паллă, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕччен юсав ĕçĕсене вĕçлеме шантарать», — терĕ округ ертӳçи. Кунсăр пуçне тата кăçалах Тусай ялĕнчи çула юсама палăртнă. Килес çул Янмурçин тата Упи ялĕсенчи çулсене йĕркене кĕртĕç.

Тÿрĕ эфир Чăваш Республикин «Контактри» ушкăнĕнче иртрĕ.

www.hypar.ru